Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хапăс шкулĕн хыпарĕсем

 

Çут çанталăк тусĕсем

Ачасене  мĕн пĕчĕкренех хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кÿме, тăван тавралăха симĕслентерме, çĕр эрозийĕпе кĕрешме вĕрентесси - шкулăн тивĕçĕ. Çакна Хапăсри вăтам шкулта вĕрентекенсем яланах асра тытаççĕ, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн вăй-халне шеллемеççĕ. Вĕсем пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама спонсорсене те явăçтарма тăрăшаççĕ. Сăмахран, Валерий Эрикович Кузнецов предприниматель Йывăç кунне ирттерме шкул валли Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕнчен 450 йывăç-тĕм туяннă. Симĕс хунавсене вĕренекенсем пĕлÿ çурчĕн стадионĕ тавра виçĕ ретпе лартнă.

 

 

«Юмахра» юмах кăтартнă

 Ыр кăмăллăх эрнинче вĕрентекенсем класс тулашĕнче чылай мероприяти йĕркеленĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Людмила Александровна Бойкова ертсе пыракан пукане театрĕн пĕчĕк артисчĕсем Хапăсри «Юмах» ача-пăча садĕнче пулнă. Вĕсем шкул çулне çитменнисем умĕнче «Тилĕ туспа мулкач тус» юмах лартса панă. Ачасем ăна кăсăклансах пăхнă. Геройсен кашни хусканăвне сăнанă. Юмахри сăнарсене иккĕмĕш класра вĕренекенсем – Вера Петухова, Элла Галкина, Филипп Почемкин, Юра Максимов, Илья Ильдуганов, Снежана Шашкина - питĕ ăста калăпланă.  Валя Крючкова вара юмахçă пулнă.

Мероприяти вĕçленсен Людмила Александровна пĕчĕккисене пукане театрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. «Юмах» ача-пăча сачĕн заведующийĕ Н. Арбузова шкул ачисене тав туса  вĕсене хăйсем патне тата чĕннĕ.

 

 

Шкул ачисем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Сиенлĕ йăласен серепине çамрăксем ытларах чухне шкулта вĕреннĕ чухнех лекеççĕ. Чылайăшĕ тус-юлташĕсенчен тĕслĕх илнипе е пĕр-пĕр кăткăс лару-тăрăва лекнипе пирус туртма, эрех-сăра ĕçме тытăнать. Çавна пула яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн вĕренес туйăмĕ те чакать. Кайран ак кукăр çул çине тăрасси те инçех мар. Çамрăк ăрăвăн çутă малашлăхĕшĕн тăрăшса нумаях пулмасть шкул администрацийĕ районти тĕп больницăн наркологне И.Михайлова тата диагностикăпа консультаци центрĕн психологне О. Митрофанована 8-11классенче ăс пухакансемпе тĕл пулса калаçу ирттерме чĕннĕ. Вĕсем япăх кăмăл-туйăма алкогольлĕ шĕвексем ĕçмесĕр, чĕлĕм туртмасăр мĕнле сирсе ямалли меслетсемпе паллаштарнă, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш панă. Лекторсем каланине вĕренекенсем тимлĕн итленĕ. Хăш-пĕрисем уйрăммăн консультаци илме килĕшнĕ


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться
;