Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашни ача çуртне – кĕнеке

 

Федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕ республикăри хĕрарăмсен Канашĕ пулăшнипе «Кашни ача çуртне – кĕнеке» ыркăмăллăх акцине пуçарнă.

Эпир мĕнле ача çитĕнтеретпĕр – пирĕн малашлăх çавнашкал пулĕ. Эпир вĕсене туслăха, тăнăçлăха, чăтăмлăха, хисепе, çыннăн паха енĕсее вĕрентме пултаратпăрах.

Çыннăн ăс-хакăлпа, чун-чĕре пуянлăхне ÿстерес ĕçре кĕнекесем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Шел, паянхи Раççей «чи нумай вулакан» титула çухатрĕ. Пирĕн ачасем пушшех те сахал вулаççĕ. Ырă кĕнекесене боевиксемпе «страшилкăсем» тĕксе кăларчĕç, телевизорпа çамрăксене тÿрĕ çултан пăракан программăсем ытларах кăтартма пуçларĕç. Ачасен аллине лекекен кĕнекесенчен нумайăшĕ те – криминаллă вулав.

Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă çырура кăсăклăкăтартусем илсе парать: енчен те ХХ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче ашшĕ-амăшĕсен 50 проценчĕ харпăр-хăй ачине кĕнеке вуласа панă пулсан, паян çапла 7 проценчĕ кăна тăвать. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем пирки вара каламалли те çук.

Пирĕн пĕрлехи задача – ачасене кĕнекене юратма, вулав интересне вăратма пулăшасси.

Чи лайăх парне – кĕнеке. Эппин ашшĕ-амăш ăшшисĕр ÿсекен ачасене ырă та лайăх кĕнекесем парнелер, ача çурчĕсене ача-пăча литератури е журналсем çырăнса парар!



"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться
;