Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Куçса çÿрекен кубок – Вăрнарта

 

Пушар хуралĕн профессилле уявне халалласа çулсерен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Кăçал та, иртнĕ эрне вĕçĕнче республикăн кăнтăр енчи районĕсенчи пушар чаçĕсен ĕçсенĕсем волейболла выляса тупăшрĕç.

Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн коллективĕ те хутшăннă çак ăмăртăва. Çивĕч тупăшура Канаш, Тăвай, Комсомольски, Елчĕк, патăрьел, Шăмăршă, Йĕпреç район командисене парăнтарса пирĕн команда 1-мĕш вырăна тухрĕ. Канашри 9-мĕш пушар отрячĕн начальникĕ А.Бараматов майор волейболистсене куçса çÿрекен кубокпа тата грамотăпа чысларĕ, малашне те çакăн пек маттур та çивĕч пулма сунчĕ.

Вăйăра Г.Николаевпа А.Иванов караул начальникĕсем, С.Ивановпа Ю.Терентьев водительсем, А.Иванов, Г.Иванов тата А.Васильев пушарнăйсем уйрăмах палăрчĕç, пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Вĕсен çивĕчлĕхĕ, çаврăнăçуллăхĕ Командăна малти вырăна тухма пулăшрĕ. Эппин, малашне те ăнăçу сунар вĕсене.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться
;