Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пенсионерсем пĕрлешеççĕ

 

«Раççейри пенсионерсен союзĕ» общество организацийĕ туса хуни çинчен пĕлтĕмĕр. Апрелĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри çак пĕрлешĕвĕн районти пирвайхи пухăвĕ иртрĕ. Унта ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсене, кашни ял тăрăхĕнчен тăватă-пилĕк представителе, ветерансене йыхравланă. Тĕл пулу тĕллевне «Раççейри пенсионерсен союзĕнорганизацин Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕн председателĕ В.В.Сапожников ăнлантарса пачĕ, республикăра халлĕхе мĕн ĕç тума ĕлкĕрни çинчен каласа кăтартрĕ.

Малтан, пухăва уçнă май, район пуçлăхĕ А.И.Кузьмин пенсионер-ветерансене çывхарса çитнĕ Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламларĕ, чипер йĕркелесе çитерсен, пенсионерсен союзĕн районти организацийĕ тĕреклĕ вăй пулма пултарнине палăртрĕ. Ĕçре, пурнăçра маттуррисем – ваттисем те, çамрăк йыш та – ялан хисепре. Акă, Шашковсен çемье династийĕ (15 çын) майăн 1-мĕшĕнче Шупашкара тухса каять, ăна Президент шайĕнче чыслама чĕннĕ. Майăн 8-9-мĕшĕсенче фронтпа тыл ветеранĕсене хисепе хурса тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вăрнарта, тĕп площадьре, майăн 1-мĕшĕнче кăнтăрлапа ĕç çыннисен митингĕ пулать,  8-мĕшĕнче каç енне тăватă сехетре, 9-мĕшĕнче каçхи сакăр сехетре пултарулăх ушкăнĕсене курма тухатпăр.

Валерий Васильевич сентябрьпе октябрь хушшинче çулленех ваттисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿмелли уйăхлăхсем ирттерме сĕнет. Çав тапхăрта айван пурăнакансене, активлă общественниксене уйрăм тĕллĕн палăртсан аван. Пултарулăх смотрĕсемпе конкурсĕсем йĕркелени вырăнлă. Çын, вăй çитнĕ таран, ваттине пăхмасăр ĕçлетĕр. Анатолий Иванович вара Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулне кĕтсе илме катаранах хатĕрленме чĕнчĕ.

Пухура «Раççейри пенсионерсен союзĕн» Чăваш регион уйрăмĕн Вăрнар районĕнчи полномочнăй представительне тата ун çумĕнчи ĕç ушкăнне суйларĕç. Кашни ял-хула тăрăхĕнчен – ятлă-сумлă пĕрер çын. Вĕсен ĕçне-хĕлне Александр Ильич Ильин манерлесе пырĕ.

РФ Пенси фончĕн республикăри тата районти управленийĕсен начальникĕсем Р.А.Кондратьева тата Л.Л.Редькова пенси ыйтăвĕсемпе ку тапхăрта епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕç. Çивĕч ыйтусене хăвăртрах татса пама районта пилĕк-ултă çĕрте консультаци пункчĕсем уçнă. Паянхи куна 11458 çын пенси илет.

Юлашкинчен ертсе пымашкăн А.И.Ильина шаннă ĕç ушкăнĕн 2007 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться
;