Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветерансем яланах хисепре

 

Çулсерен, йăлана кĕнĕ тăрăх, пушар хуралĕн ĕçченĕсем профессилле уява паллă тăваççĕ. Ку тытăмра ĕçлесе  тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене те яланах хисепре, пурте ырă ята тивĕçнĕ çынсем. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн коллективĕ тачă çыхăну тытать вĕсемпе

Хальхинче сăмахăм пушар хуралĕн тата вăрçă ветеранĕ, вăрнарта пурăнакан Иван Антонович Ляпков пирки пулĕ. Çамрăклах ĕçре пиçĕхсе вăл Хура Çырма каччине вунçичĕ çул тултарсанах, 1944 çулта салтака илсе кайнă. Хаяр вăрçă пынă вăхăтра вĕсен чаçĕ хура тинĕс хĕрринчи Измаил хули çывăхĕнчи Дунайск флотийĕн йышĕнче Совет Союзĕн Тинĕс Çар пехотин самолечĕсене пур енлĕн пулăшса тăнă. Çĕнтерÿ кунне вĕсен чаçĕ Чехословаки çĕршывĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн та Иван Антонович Совет Çарĕн ретĕнче службăра тăнă, 1951 çулта тин тăван яла сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăннă.

Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра ĕнерхи салтак алă усса ларман, тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕр хушă Вăрнар станцинче вакунсем пушатнă, платникре çÿренĕ. И.Ляпков унччен нимĕнле специальность та алла илмен пирки тепĕр виçĕ çултан Вăрнарти МТСра шофера вĕренсе тухнă. Кĕçех çамрăк райпо системипе ĕçе кĕрет, ăна «полуторка» машина шанса параççĕ. Районти чылай яла вуншар-çĕршер тонна тавар турттарнă вăл.

1973-1987 çулсенче, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, И.Ляпковăн пурнăçĕ Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕпе çыхăннă. Кунта вăл водительте тимлесе вут-кăварпа кĕрешес ĕçре пиçĕхнĕ, чылай çынна йывăр лару-тăрура пулăшнă, коллективра ырă ята тивĕçнĕ. Грамотăсемпе хисеп хучĕсен шутне те пĕлмест ветеран. И.Ляпковăн сăнÿкерчĕкĕ пушар чаçĕн стендĕнче ветерансен кĕтесĕнче илем кÿрет. Кăкăрĕ çинче - Аслă Отечественнăй вăрçăн 2 степеньлĕ орденĕ тата ытти медальсем.

Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, И.Ляпков алă усса лармасть. Хурт-хăмăр ĕрчетет, килте вак-тĕвек ĕçсемпе тăрмашать. Сакăрвунă теçеткене çитекенскер хăйĕн çăмăл автомашинине çирĕппĕн тытса пырать.

Мăшăрĕпе Анастасия Федотовнăпа ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Халĕ 5 мăнукĕпе тата мăнукĕн 1 ачипе савăнса пурăнаççĕ, вĕсене май килнĕ таран пулăшсах тăраççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче ветеран сакăрвуннă çул тултарать. 27-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем ăна малашне те коллективпа туслă çыхăну тытма, ырлăх-сывлăх, яланах паянхи пек вăй-хăват сунать.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться