Хăш урам тасарах, хăш çурт чи хитри
Паян çĕкленекен çуртсем дизайн тĕлĕшпе ют çĕршывсенчи коттеджсемпе особняксенчен пĕртте начар мар. Пурнăç ыйтнă май кивĕрех кил-çуртсен хуçисем те хăйсен тăван кĕтесĕсене сăн кĕртме тăрăшаççĕ, çĕнетеççĕ. Çапла тума сăлтавĕ сумлă. Районта акă чи хитре те хăтлă, таса яла, урама, çурта палăртас тĕллевпе конкурссем йĕркелеме тытăнчĕç.
Вăрнар поселокĕ ку енĕпе чи активли. Июнь вĕçĕнче кăна-ха Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе «Поселокри чи лайăх урам – 2007» тата «Поселокри чи хитре тĕслĕхлĕ çурт» конкурссем ирттерме йышăннă. Комисси июль-сентябрь уйăхĕсенче ĕçлет. Пĕтĕмлетÿсене октябрьте тăвать. Çĕнтерÿçĕсене укçан парнепе хавхалантарĕç.
"Çĕнтерÿ çуле"