Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мефодьевсем

Ял куçлă, пурне те асăрхать: ыррине те, япăххине те. Кунта кашни çын ал тупанĕ çинчи пек курăнса тăрать. Çавăнпа ял-йыш хисеплени таçта курман-илтмен çĕрте чапа тухнинчен çĕр хут сумлăрах. Хурăнсур Çармăсри Мефодьевсен çемйи те çакна яр уççăн çирĕплетет. Çамрăксен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли сахал мар.

– Эпир, вăрçă ачисем, ÿссе çитнĕ çитменех ĕçе кÿлĕннĕ, – каласа парать кил хуçи Василий Мефодьевич. – Вăрман каснă, ака-суха тунă... Урам тăрăх эрех-сăра шыраса янккаса çÿремен нихăçан та, çамрăклах йывăр ĕçпе хуçăлнă пирки пĕр çулхи арçынсем ялта иккĕнех тăрса юлтăмăр. Ыттисем вăхăтсăр чирлесе вилсе пĕтрĕç.

Ĕмĕр тăршшĕпех В.Мефодьев тăван колхоза аталантарассишĕн ăшталаннă: бригадăра вăй хунă, совхозра тимленĕ, пенсие тухичченех сысна фермин ĕç-хĕлне ертсе пынă. Унăн хисеплĕ ĕçне пĕр хутчен кăна мар медальсемпе, Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе наградăласа палăртнă. Вăл ĕçпе тыл ветеранĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та канăçсăр чĕреллĕ пенсионер обществăлла ĕçсенчен ютшăнмарĕ. Вунă çул хушши «Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕн ветерансен канашне ертсе пычĕ, ваттисен пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшрĕ.

Ырă кăмăллă, вашават çын калаçма-шÿтлеме юратать. Кÿршĕрех пурăнатпăр эпир – вăл тарăхса-йÿçсе е пуçа усса хуйăхлăн çÿренине астумастăп. Куç таврашĕнчи пĕркеленчĕксемпе тăнлав çинче кĕмĕл тĕслĕ çÿç пĕрчисем пулмасан никам та ăна çитмĕл тăххăрта тесе калас çук. Куçĕсем çамрăк çынăнни пек чĕррĕн пăхаççĕ. Хусканăвĕсем йăрă, утăмĕсем вăрăм, ÿсĕмлĕ.

Хăй каланă тăрăх, Василий Мефодьевич халиччен чирпе-мĕнпе аптăраса больницăра пĕрре те выртса курман. Пирус туртмасть, ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнмасть, ерçÿллĕ вăхăтра пулла çÿреме юратать.

Çăва тухсан пуш вăхăт çукпа пĕрех унăн. Ирех ĕнине касăва ярать, картишĕнче чăххисене тăрантарать, сысна çурине апат парать. Çав вăхăтра мăшăрĕ, Галина Игнатьевна, тĕпелте апат-çимĕç хатĕрлет.

Халĕ кунĕпех пахчара тăрмашаççĕ иккĕшĕ. Пахча тулли çимĕç вĕсен – сухан, ыхра, кишĕр, помидор, хăяр – ÿсет кунта. Килхуçипе мăшăрĕ йăрансене пикенсех çумкурăкран тасатаççĕ.

– Çуллахи каникул вăхăтĕнче мăнуксем курма килеççĕ, вĕсене пахчаçимĕçпе савăнтарасшăн-ха, – тет Василий Мефодьевич, – пирĕн вĕсем вунвиççĕн тан...

Мефодьевсем пилĕк ывăл тата пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. Ывăлĕсем пиллĕкĕшĕ те – Юрий, Владислав, Борис, Владимир, Сергей – офицерсем, Сывлăш Çар Авиацийĕн инженерĕсем. Пĕр подполковник, 3 майор тата пĕр капитан. Кун пекки пирĕн тăрăхра пулманччĕ-ха.

– Ывăлсем ман çулпа кайрĕç, курăнать, савăнать В.Мефодьев. – Салтак службине эпĕ ПВО-ра ирттернĕ, локаторпа самолетсен вĕçевне йĕркеленĕ, полк шкулне пĕтернĕ хыççăн взвод командирĕн заместителĕ пулнă. Çартан аслă сержант званийĕпе таврăнтăм.

Эпĕ унпа килĕшетĕп. Ачаран йĕркеллĕ çын пуласси чи малтан çемьери воспитанирен килет. Ахальтен мар ĕнтĕ çемье уявĕнче – ылтăн туйра – телейлĕ кил хуçипе унăн мăшăрне обществăлла организацисем те сахал мар саламланăччĕ, Тăван çĕршыва юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав тунăччĕ.

Мефодьевсем – çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Çакă ял-йыша та савăнтарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 июля 2007
00:00
Поделиться
;