Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкулсенче – юсав ĕçĕсем

Черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ пулин те, районти шкулсенче ĕç шавĕ лăпланман-ха. Халĕ кашнинче тенĕ пекех юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

«Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕпе уйăрнă укçа-тенкĕ акă чылай шкулне пулăшу парĕ. Куçнă 3 миллион та 261 пин тенкĕне малтанах «юсав ыйтакан» вĕрентÿ учрежденийĕсем çине яма палăртнă та ĕнтĕ. Чи пысăк сумма – 881180 тенкĕ – районти чи пысăк Вăрнарти 2-мĕш шкула – вестибюле çĕнетсе юсама тата чÿрече хашакĕсене улăштарма – кайĕ.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта санузел ыйтăвĕ çивĕч. Кунта шыв пăрăхĕсене тата канализаци сечĕсене çĕнетмелле, вĕрентÿ класĕсене юсамалла.

Калининăри вăтам шкулăн та чÿрече хашакĕсем çĕрĕшнĕ, çавăн пекех 2-мĕш хутри урайсене улăштармалла. Ку шкула 774714 тенкĕ уйăрнă.

Пăртасри вăтам шкулта та кăçал пысăк юсав ĕçĕсем палăртнă. Тĕп ĕçсенчен пĕри – ăшă системине йĕркене кĕртесси.

Ку кăна мар, кăçал районти мĕнпур база шкулĕсене çĕнĕ кухня оборудованийĕпе тивĕçтерĕç. Шкула пĕрремĕш ласа килекен мĕнпур вĕренекен вара вĕренÿ çулне çĕнĕ партăсем хушшинче пуçлĕ. Кун пирки район çыннисене Ĕçпе юрă уявĕнче ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова пĕлтернĕччĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 июля 2007
00:00
Поделиться
;