Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван шкулпа сывпуллашрĕç

Мăн Явăшри Совет Союзĕн Геройĕ Федор Иванович Ашмаров ячĕпе хисепленекен вăтам шкултан çамрăксем кăçал çирĕм пиллĕкмĕш кăларăмпа вĕренсе тухрĕç. Çакна чысласа июнĕн 26-мĕшĕнче шкулта сывпуллашу каçĕ иртрĕ. Унта вĕренсе тухакансем вунвиççĕн, ашшĕ-амăшĕсем, учительсем пухăнчĕç. Уяв хуçисем пурте капăр тумланнă, ĕнерхи шкул ачисем паян тăруках ÿссе кайнă пек, пурăнăç çулĕн мăн картлашки çине ура ярса пуснăн тĕреклĕн курăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсем çине савăнса пăхса тăраççĕ.

Уява директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Альбина Васильевна Павлова уçрĕ. Сергей Петрович Ильин директор çамрăксене шкул пĕтернĕ ятпа хĕрÿллĕн саламларĕ, пурнăç çулĕпе йăнăшмасăр çирĕппĕн малалла утма сĕнчĕ. Пурне те вĕренсе тухни çинчен пĕлтерекен документ – аттестат пачĕ. Калас пулать, шкулта медалистсем пулмарĕç, анчах пурте «4» тата «5»-пе кăна вĕреннĕ, виççĕсем çук. Çакă вара шкулта пĕлÿ никĕсĕ начар маррине пĕлтерет, пурин те аслă шкул алăкĕсене уçса кĕме хăват çитес пек туйăнать. Пурин те çав ĕмĕт.

Ашшĕ-амăшĕсем ачисене пил пачĕç, учительсене ачисене тăрăшса вĕрентнĕшĕн тав турĕç. Ветеран-учительсен ячĕпе мана та сăмах пачĕç. Эпĕ хам çырнă «Сарлака ман юратнă çĕршывăм» кĕнекене кăçал вĕренсе тухакан çамрăксене парнелерĕм. Ăна вĕсем музее пачĕç, çакă вара шкул пурнăçĕн пĕр сыпăкне – паянхи куна аса илтерекен экспонат пулĕ. Ятран асăнмалăх ырă сунса ку кĕнекене вĕренсе тухакансен малтанхи учительницине Светлана Вениаминовна Фоминана, вĕсен класс руководителĕ пулнă Римма Никоновна Александрована, класс старости пулнă Альбина Герасимована, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн активлă корреспондентне, сăвăсем çырма юратакан Елена Трофимована, музейра экскурсовод пулса пулăшса пыракан Надя Леонтьевана парнелерĕм. Вĕренсе тухакансем хăйсен енчен учителĕсене тав хучĕсем пачĕç.

Учительсем вĕренсе тухакансенчен хăшĕ кам пулма ĕмĕтленнине пĕлсе тăнă, вĕсене вĕренÿре хавхалантарса пынă. Елена Трофимова акă журналист пулма ĕмĕтленет. Андрей Иванов, район чемпионĕн ятне илнĕскер, çуртсем тăвакан инженер пулма шутлать. Олеся Иванова медицинăна килĕштерет, Александр Арсентьев артист-юрăçă пуласшăн. Кашнийĕн телей пултăр, хăйсен ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пурнăçлама пултарччăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 июля 2007
00:00
Поделиться
;