Ветеран тантăшĕсене шырать
1945-мĕш çулхи çурла тата авăн уйăхĕсенче çакă питĕ пăшăрхантарнă, çивĕч ыйтусене хĕçпăшалсăр татса параяс çукки паллă пулнă. Тухăçра каллех вăрçă шавĕ кĕрленĕ.
Манăн пичче те Роман Иванович Иванов хăйпе танăш пиншер çамрăк пекех Тухăçри çапăçусене хутшăннă. Вăл çапла çырать: «Манăн алла официаллă статистика докуменчĕ лекрĕ. 1951–53 çулсенчи Корейăри вăрçă хăй вăхăтĕнчи чи юнлă çапăçусенчен пĕри пулнă, кореецсем 9 миллион, китаецсем – 1 милллион таран, çав шутра мирлĕ çынсем – 50 процент майлă çын çухатнă. Пичче службăра тăнă чаçрен 300 салтак таврăнман. Анчах та ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, Совет çарĕсем ку вăрçăра пулман имĕш. Пире вара Китай салтакĕсен тумне тăхăнтартнă та çапăçăва кĕртсе янă. Çакăн çинчен, паллах, хыттăн калаçма та юраман. Хальхи вăхăтра тĕрĕслĕхе уçса пачĕç. Анчах пире, фронтовиксене, уншăн çăмăл мар. Тĕслĕхрен, эпĕ ку вăрçă хыççăн 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулса тăтăм», – аса илет пичче.
Роман Иванович çапах алă усман. Вĕреннĕ, пурăнма тăрăшнă. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ: педагогика тата юридици институчĕсем пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Украинăри Первомайск хулинче пурăнать, пĕр ывăл çитĕнтерчĕç мăшăрĕпе. Ывăлĕ те çемьеллĕ ĕнтĕ, икĕ ача.
Хальхи вăхăтра Роман Иванович Одессăри университет студенчĕсене çар пĕлĕвĕсем парас енĕпе тимлет: ку университетăн филиалĕ шăпах Первомайск хулинче. Эпир – унăн шăллĕ Александр, 4 йăмăкĕ – вăрçă ветеранне çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунатпăр. сан умăнта эпир пуç таятпăр.
Тата çакна хушса калас килет. Пирĕн пичче 1944-мĕш çулта Калининăри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ, çав çулах Совет Çарĕн салтакĕ пулса тăнă. Тен, училищĕре пĕрле вĕреннисем аса илетĕр пулĕ ăна. Унăн тантăшĕсене, службăра пĕрле тăнисене, кăмăл пулсан, çыру çырма сĕнесшĕн! Вĕсене çак адреспа ярăр: Шĕнер Ишек ялĕ, А.Терентьев. Редакцие ярсан та лайăх.