Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлтерсе тăрас йĕркепе

Пĕлтерсе тăрас йĕркепе

 

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Л.И.Анисимова депутатсен июлĕн 10-мĕшĕнче пулнă районти пухăвĕнче отчетпа информаци йĕркипе тухса калаçрĕ. Пилĕк ыйтупа доклад турĕ. Çав шутра кун йĕркинчи çак ыйтусене пăхса тухса, кирлĕ решенисем йышăнчĕç. 1. Депутатсен районти пухăвĕн «Вăрнар районĕн 2007 çулхи муниципаллă бюджечĕ çинчен» пулнă йышăнăвне улшăнусем кĕртесси. 2. Районăн муниципаллă бюджетне пирвайхи çур çулта епле пурнăçлани çинчен. 3. Район администрацийĕн резерв фончĕпе пирвайхи çур çулта усă курнин отчетне çирĕплетесси. 4. Депутатсен районти пухăвĕн Вăрнар районĕнчи бюджет йĕркипе бюджет процесне çирĕплетмелли положенин решенине улшăнусем кĕртесси çинчен. 5. Депутатсен районти пухăвĕн Вăрнар районĕнчи налук ыйтăвĕсене йĕркелемелли положенин решенине улшăнусем кĕртесси çинчен.

Депутатсен районти пухăвĕ 2007 çулхи майăн 15-мĕшĕнче «Вăрнар район территоринче çĕрпе усă курмалли тата çурт-йĕр лартмалли правилăсене çирĕплетесси çинчен» йышăннă решение пăрахăçлас терĕç. (Докладчикĕ – экономикăпа харпăрлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн заместителĕ Л.А.Никифорова).

«2007 çулта муниципаллă харпăрлăха приватизацилеме хатĕрленĕ прогноз планне улшăнусем кĕртесси çинчен» йышăнни вăхăта тивĕçтерменнине палăртрĕç, ку программăна тĕплĕрех хатĕрлеме хушрĕç. (Докладчикĕ –Л.А.Никифорова).



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;