Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район çыннисем Вăй-халĕ ăçтан тухать-ши;

Район çыннисем

Вăй-халĕ ăçтан тухать-ши;

Кашни ачан шăхăш-кăмăлĕ, ăнлавĕ шкулта аталанать: кунта пĕрремĕш хут пĕлÿ тĕнчин алăкĕсем уçăлаççĕ, ырăпа усала уйăрма, çутçанталăка упрама, тус-юлташсемпе аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ... Çак яваплă утăмсене тума, халăха юрăхлă ĕçчен пулма пулăшакансем, малашнехи çула кăтартса пыракансем, паллах, учительсем.

Римма Германовна Иванова Муркаш районне кĕрекен Катькасси ялĕнче çуралнă. Калайкассинчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхипе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен хамăр районти Кăмаш шкулĕнче икĕ çул ачасене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ, çав вăхăтрах аслă вожатăй пулса ĕçленĕ.

Вăрман Кипекри çамрăкпа - Анатолийпе - çемье çавăрнă. Мăшăрне Малти Ишекри вăтам шкул директорĕ пулма шаннă, Римма Германовна та кунта ĕçлеме пуçланă. Çемье çурт-йĕр çавăрнă.

Римма Германовна питĕ хастар пулни пĕрремĕш кунсенчех палăрнă. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ, аслă вожатăй, учительсен комсомол секретарĕ пулса ĕçлет. Кунăр пуçне тăхăр çул «Нарспи» фольклор кружокне ертсе пырать, кашăкçăсен кружокне йĕркелет, ачасене халăх юррисемпе йăли-йĕркине вĕрентет. Фольклор ушкăнĕ «Туслăх асамĕнче» республикăри фестивальте 3-мĕш, кашăкçăсен ушкăнĕпе 1-мĕш вырăнсене йышăннă.

1992-1997 çулсенче шкул директорĕнче тимлет. Халĕ пурте юратнă учитель чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне 4-мĕш çул директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçлет.

Римма Германовна районти чăваш чĕлхи учителĕсем хушшинче пĕрремĕш аслă категориллĕ вĕрентекен ятне илнĕ. Категорие виçĕ хут çирĕплетнĕ.  Тĕрлĕ шайри вăтăра яхăн грамотăна тивĕç пулнă. Кунсăр пуçне Римма Гермоновнăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче 60 хутчен 1-3 вырăнсене йышăннă.

- Хамăн ĕçре ытларах вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологисене çул паратăп, уроксене аукцион, суд, пысăк блоксен, «кластер», «инсерт» мелĕсемпе ирттеретĕп. 2006 çулта районти учительсен умĕнче инноваци мелĕпе уçă уроксем панăшăн районти вĕрентÿ пайĕн дипломĕпе чысларĕç. Юлашки çулсенче компьютер технологисне алла илсе уçă уроксем паратăп. Вĕренекенсем районпа республика шайĕнче 9 хутчен малти вырăнсем çĕнсе илчĕç. 16-шĕ чăваш чĕлхи учителĕн ĕçне суйласа илчĕç. Вĕсемпе яланах тачă çыхăну тытатăп.

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Р.Иванова Раççей Федерацийĕн шайĕнче иртерекен чи лайăх учительсен конкурсне хутшăнса грант илме тивĕç пулчĕ. Мăшăрĕ, Анатолий Лаврентьевич, шкулта истори, право, экономикăпа общество предмечĕсене вĕрентет, шахмат, волейбол тата футбол кружокĕсене ертсе пырать. Икĕ ача - ывăлпа хĕр - çитĕнтереççĕ, асли Игорь - патшалăх службин Атăлпа Вятка академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет, кĕçĕнни Жанна 7-мĕш класс пĕтерчĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса Г.Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейне вĕренме кĕчĕ. Иккĕшĕ те спортпа туслă, уйрăмах шахматпа интересленеççĕ. Тăрăшни сая кайман - медальсемпе министрество грамотисене тивĕçнĕ.

Шкул пурнăçĕсĕр пуçне Римма Германовна Малти Ишек тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи те.

М.АФАНАСЬЕВА, Малти Ишек.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;