Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Районти депутатсен пухăвĕнче. Вăрнарсем мĕнле пурăнаççĕ;

 

Районти депутатсен пухăвĕн анлă ларăвĕнче июлĕн 10-мĕшĕнче сакăр ыйту таранах пăхса тухрĕç. Тĕпри, паллах, халăх сывлăхĕ мĕнле шайра тăнине тишкерни пулчĕ. Питĕ кирлĕ ыйту. Çивĕч ыйту. Вăхăтра, вырăнлă лартнă.

«Вăрнар районĕнче паян 40 пин те 300 çын пурăнать»,- пĕлтерчĕ докладчик, «Вăрнарти тĕп больница» муниципаллă сывлăх управленийĕн главнăй врачĕ О.М.Казакова. Перепиçсем тăрăх хам çырса хунисене уçса пăхрăм. 1970-мĕшĕнче 59.200, 1973 – 57.267 (ялтах – 47.514), 1976 – 56.016, 1979 çулта 52.400 çын пулнă.

Çулталăкра, юлашкисенче, кашни пин çынран çирĕм çын ытларах катăлать. Вунна яхăн ача çуралать. Масара васканипе Кольцовкăра мала ÿкнĕ – пин çын пуçне илсен, хĕрĕх иккĕшĕ тăкăнать. Шĕнер Ишек, Пăртас, Мăн Турхан таврашĕнче вилекен йышлă. Юн çаврăнăшĕн тытăмĕ пăсăлни хытă хуплать - çак сăлтава пула çынсен 29 проценчĕ чирлесе пурнăçран уйрăлать. Аманнипе, наркăмăшланнипе урăлайманнисем нумай. Виççĕмĕш вырăнта – сывлăш пÿлĕннипе аптăранисем.

Пĕлтĕрхине пăхсан, Вăрнар районĕнче арçын вăтамран 66 çул, хĕрарăм 73,9 çул пурăнни паллă. Хушăри уйрăмлăх – 16 таранах. Арăмсем упăшкасенчен нумайлăха тăлăха тăрса юлаççĕ... Хĕрĕх çул каяллахи - «Арçынсене упрасчĕ!» текен кампани аса килет...

Сывлăх хуралĕн служби паян халăха тивĕçтерет-и; Доклада тăнласан, тивĕçтерет. Анчах тухтăрсен ĕçне кашни хăйне майлă хакланине куратпăр. Кăмăлсăррисем ытларах та ытларах. Тиркев-ятав хĕмĕ Зурабов министр таранах сирпĕнет. Акă, сăмахран, ветерансене шăл протезĕпе тивĕçтерессине чеен пăрахăçларĕ. Пенсипе шăл тăваймастăн! Манăн, калăпăр, манер килмерĕ. Шăл та çук, укçа пăрахни те харама тухрĕ.

Тĕп больницăри поликлиника кунне 500 çын йышăнмалла. Тĕрĕссипе хăшпĕр кун 900 çын ытла кĕртсе кăларать. Койкăсем 226. Çав шутра кăнтăр кунĕнче выртса сывалмаллисем 43. Нурăсри участок больници 50 çын йышăнать. Койкисем 8. Пĕтĕмĕшле практика врачĕсен уйрăмĕсем 8. Кăнтăрлахи стационарта 24 койка. Фельдшерпа акушер пункчĕсем 43. Икĕ медпункт пур. 16 пин те 600 çынна пĕтĕмĕшле практика врачĕсем пăхса тăраççĕ. Фельдшер пункчĕн (кашнийĕн) 500 ытла çынна медпулăшу кÿрсе тăмалла. Сывлăх сыхлавĕн корпусĕнче йыш пĕчĕк мар – пурĕ 618ăн, çав шутра врачсем 65. Вунă пин çын пуçне 16 врач лекет. Чăваш Республикипе – 44,6. Вăтам медперсонала илсен, пирĕн – 72,8ăн, пĕтĕм республика шайĕпе – 107ĕн.

Çапах та, чирлетпĕр-çке-ха! 2006 çулта хытă чирлесе ÿкнĕ тĕслĕхсем («хрониксемпе» пĕрле) 57.942 çырăннă. Çав шутран 27.397-шĕнне диагнозне пуçласа палăртнă (47,3 процент). Сывлăш пÿлĕннипе аптăракан нумай (чирсен 33,8 проценчĕ). Юн çаврăнăшĕ айăпланнипе (15.7 процент), шăмă-мышца тытăмĕ хавшанипе (12,5 процент) нушаланакансем сахал мар. Чĕре сосучĕсен патологийĕ хуплать. Ку кăтарту республикăринчен чылай япăхрах. 2004 çултанпа инсульт 36 процент таран ÿснĕ.

«2008 çул таран пурнăçа кĕртме пăхнă ятарлă программа вăйра тăрать»,- терĕ докладчик. Тĕллевĕ – гипертонирен асăрханасси.

Ăнсăртран аманса суран тупакансем нумай: кашни пин çын пуçне 67 ытла тухать. Пĕрремĕш вырăнта – кил-тĕрĕшре аманнисем (90,6 процент), иккĕмĕшĕнче – урамра асăрханайманнипе инкек тупнисем, виççĕмĕшĕнче – производствăра тимсĕр пулнипе суранланнисем. Ачапчана ашшĕ-амăшĕ куçран вĕçертни сарăла пуçларĕ...

Химилле этиологи наркăмăшĕ хăратать, терĕ докладчик. Пĕлтĕр 112 тĕслĕх çырăннă. Алкоголе пула çуллен пин çын ытла чир пусмăрĕнче хĕн курать. Алкашсем Упнер тăрăхĕнче хытă хунанă (46ăн çырăннă). Ершепуç, Пăртас, Вăрманкас, Калинино, Мăн Турхан, Санарпуç енче йыш катăлмасть. «Момент» клей çиекен те тупăнать иккен. Алкоголизаци кăтартăвне мăн-явăшсем виçĕ хут ÿстернĕ! Халлĕхе, юрать-ха, наркомание сарăлма памаççĕ.

Сахăр диабечĕпе 300 çынна шута илнĕ. Ачасем те пур – пиллĕкĕн. Шел те - ÿсĕмлĕх тăсăлать. Асăрханма ятарлă шкул уçнă – ку паха.

Пĕлтĕр туберкулезпа чирлекенсен йышĕ унчченхи 35рен 41 çити ÿснĕ. Кăçалхи çур çулта тепĕр 23 çын чирлине палăртнă. Çакна шута хурса, ачасене мĕнпурне профилактикăллă мероприятисене явăçтарнă. Туберкулезпа чирлĕ ача урăх çук.

«ВИЧ-инфекци» тесен, тÿрех хăратса пăрахать. Ку чирпе (15 тĕслĕх)республикăра 9-мĕш вырăнта тăратпăр. Сифилиспа ĕçсĕррисем аптăранă (85 процент). Ар чирĕсенчен сыхланма тĕп больницăра бактерисене хирĕçле препаратсен фондне туса хунă.

Усал шыçăпа диспансер та учета илнисем 437 пур (сĕт парĕсен ракĕ, сывлав органĕсемпе хырăмлăх ракĕ). Хĕрарăмсене ку тĕлĕшрен 72 процент таран тĕрĕсленĕ, усал шыççа тăваттăшĕнне тупнă, 164-шĕнне рак аталанма пултарассине палăртнă.

Инфекципе параçит чирĕсене 1692 таран шута илнĕ. Вакцинаци туни юлашки виçĕ çулта хăйĕн эффективлăхне кăтартнă, анчах ĕçлемелли нумай-ха.

Ачапчапа амăшĕн çулталăкĕ терĕмĕр те, ку проблема енне общество чăнласа питтĕн çаврăнни курăнать. Гинекологи служби çие юлнă хĕрарăмсене пăхса-асăрхасах тăрать. Абортсен шучĕ чаксах пырать. Пепкесем тухтăрсен айăпĕпе пурнăçран уйрăлни пулман.

Васкавлă пулăшу службине вăйлатнă. Автотранспорт паркĕнче ултă машина. Чĕннĕ çĕре яланах оперативлă тухнă. Пĕтĕмĕшле диспетчер служби йĕркеленнĕ.

Хускатнă ыйтусене çум-докладчиксем кăштах вăйлатрĕç, анлăлатрĕç темелле. Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И.Краснов, ку ялти фельдшер Ю.В.Михайлова, Калининăри участок больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕ Н.И.Федорова тухса каларĕç.

Çапах та, шел ĕнтĕ, докладчиксем, пĕтĕмĕшпе илсен, цифрăсемпе фактсене каласа кайнипе çырлахма пăхрĕç. Ку тĕлĕшрен пуху президиумĕнчен тĕрĕсех асăрхаттарчĕç. Хăшпĕр ялта тупăннă пыйтă ытти çĕре сиксе ÿкесрен асăрханмалла мар-и-ха; Варвиттипе пысăк ушкăн аптăраса ÿкни сыхлăха ÿстерме хушмасть-и; Хăрушрах чирсенчен епле хăтăлса пымалла; Самопал çамрăк çынсене каш! çулнине чарма пулать-ши;  Ялти пĕр кампанире йÿççипе минренĕ хушăра пĕринчен ытти çиччĕшĕн ÿпкине туберкулез «сăпси» сăхнă... Тата... Зурабов хăй мĕнле пурăнать (эмелпе тивĕçтерейменшĕн тарăхакансем шутсăрах нумай-çке!) Питĕ пăшăрханатпăр: хăть министр сывă пултăрччĕ!

М.ВАСИЛЬЕВ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;