Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕтеклĕ апат çителĕклĕ

Сĕтеклĕ апат çителĕклĕ

«МТС» ял хуçалăх кооперативĕ выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Механизаторсенчен йĕркеленĕ звено кĕске вăхăтрах 110 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене хăвăрт та типтерлĕ пухса кĕртрĕ.

Утçи тапхăрĕнче Валерий Журавлев, Владимир Дмитриев, Александр Тимофеев, Александр Петров механизаторсем пысăк хĕрÿлĕхпе, иксĕлми хастарлăхпа ĕçлерĕç. Пĕрисем курăк çулчĕç, теприсем ăна паккусласа тăчĕç, виççĕмĕшсем симĕс массăна капансене хыврĕç. Звено членĕсене ырласа хуçалăх ертÿçи Игорь Мефодьевич Константинов çапла каларĕ:

- 200 тонна ытла типĕ утă капансене хутăмăр. Фермăсем валли пур йышши сĕтеклĕ апатсем те çителĕклĕ. Çавна май малашне ĕнесен шутне ÿстересшĕн, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне кăçалах 100 пуçа çитересшĕн. Агропромышленность комплексне малалла аталантармалли наци проектне тĕпе хурса, эпир малашне ăратлă выльăхсем çеç усрама, ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелесе яма тĕллев тытрăмăр, - терĕ хуçалăх ертÿçи И.Константинов.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;