Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шанăç пултăр кăна

Шанăç пултăр кăна

 

«МТС» ял хуçалăх кооперативĕн кăçал 125 гектар çнчи çурхи тĕштырăсене пухса кăтртмелле. Çĕр ĕçченĕсем уй-хир пуянлăхне алла илме тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕ.

- Тĕпрен илсен, кăçалхи уй-хир тупăшĕ, ытти çулхисемпе танлаштарсан, сумлăрах пуласса шантарать. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра, пысăк пахалăпа ирттернĕрен, калчасене агротехника тĕлĕшĕнчен лайăх пăхса тăнăран тырпул хÿхĕм çитĕнчĕ. Пĕлтĕр кашни гектартан 20 центнер ытла тĕштырă пухса кĕртрĕмĕр пулсан, кăçалхи тухăç нумайрах пуласса пачах та иккĕленместпĕр,- çирĕп шантарса калать хуçалăх ертÿçи Игорь Мефодьевич Константинов.

Уй-хиртен тупăш ытларах илессишĕн çулталă тăршшĕпех вăй хунине сая ярас мар тесен, ĕççине пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе тухмалла. Хирти пуянлăх кĕлетри мар, тенĕ ĕлĕкех. Çакна тĕпе хурса, кăмашсемпе чăрăшкас-мăратсем уй-хир пуянлăхне вăзăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртме тĕллев тытрĕç.

Ĕççине 2 комбайн хутшăнмалла. Вĕсем юсавлă. Топливо çителĕклĕ. Техникăпа тухăçлă ĕçлес тесе, кашни комбайн çине икшер çын уйăрса лартнă. Чи пултаруллисене пĕлтĕр вырма ĕçĕнче мала тухнисене тухнисене «уй-хир карапĕсен» штурвалĕсене тытса пыма шаннă.

Вырма чи кирлĕ - хăвăртлăхпа пахалăх. Комбайнсем кал-кал ĕçлеччĕр тесе, тырă турттарма ятарласа урапаланă тракторсене уйăрнă. Йĕтем çинчи тырра тасатса тата типĕтсе кĕме звено йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласа, вырмана хутшăнакан кашни çын хăйĕн ĕçне, тĕллевне лайăх пĕлсе тăрать.

Хĕн-асапсăр ырри пулмасть. Çĕнĕ тырăран пĕçернĕ кулачне нушасăр та çиме çук. Пысăк ĕçе кÿленес умĕн Мăн Турхан хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ В.Викторов çĕр ĕçченĕсене çапла чĕнсе каларĕ:

- Пирĕн перекетлĕхпе тирпейлĕх çине ытларах пăхмалла. Тырпула аякалла салатса пĕтерессинчен сыхăрах тăрасчĕ, вырма вăхăтĕнче механизаторсем хушшинчи дисциплинăна çирĕпрех тытни кирлĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли мероприятисене вырмана хутшăнакан кашни çын çирĕп пăхăнса ĕçлетпĕр.

Шанăç пулсан, çынсен кăмăл-туйăмĕнче те шанчăк вăй илĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июля 2007
00:00
Поделиться
;