Наци проекчĕ Аталану çулĕпе
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетмелли хушма хуçалăхĕ çулсерен аталанса пырать. Халĕ кунта 12 пине яхăн сысна.
Хушма хуçалăхăн малашлăхĕ пысăк. Унăн çĕр лаптăкĕ 4750 гектара çитнĕ. Халĕ Малтикас Ялтăрара мăйракаллă шултра выльăхсем самăртмалли çĕнĕ комплекс тăваççĕ. Вăл 1500 пуç вырнаçмаллăх пулĕ. Оборудовани Чехословакирен кÿрсе килнĕ.
Сысна ĕрчетмелли комплексăн цехĕсене, юсав мастерскойĕсемпе склачĕсене тултан та, шалтан та çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, пĕтĕм территорие асфальт сарнă, тавраллах йывăçсем лартса илемлетнĕ.
Сысна ĕрчетессине çĕнĕ технологи çине куçарса çитернĕ. Апат парассине, шăварассине, каяш илсе тухассине йăлтах механизациленĕ. Сыснасене типĕ апатпа самăртаççĕ, рационта пур йышши компонентсем те пур: витаминсем, белоксем, микроэлементсем çителĕклех. Апат пахалăхне хушма хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Галина Николаевна Шулаева куллен çирĕп тĕрĕслесе тăрать.
Сысна ĕрчетме ятарласа автоматла 10 лини йĕркеленĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕнче пĕчĕккисене усраççĕ, кашнинче пиншер пуç тытаççĕ. Ултă лини çинче çитĕнсе пыраканнисене самăртаççĕ, кашнинче 800-шер сысна усраççĕ. Пур лини çинче те пĕрер çын ĕçлет: Нина Ермолаева, Алина Свеклова, Мария Николаева, Татьяна Николаева, Альбина Васильева, Надежда Иванова, Мария Большакова, Галина Иванова, Альбина Федорова.
Хушма хуçалăхра ăратлă сыснасем çеç усраççĕ. Шурă, хура тата хĕрлĕ тĕслисенчен ландраспа дюрак йышшисем чи лайăххисем шутланаççĕ. Вĕсем хăвăрт çитĕнеççĕ тата аш пахалăхĕ лайăхрах.
Хушма хуçалăхăн ÿсĕмĕ Иван Михайлович Федоров пĕтĕм йыша пултаруллă ертсе пынинчен нумай килет.
- Пирĕн ÿсĕм умри йывăрлăхсене пĕтĕм йышпа çĕнсе пынинчен, кашниех яваплăха чĕререн туйса, чăтăмлăн парăнса ĕçленинчен килет,- ырă кăтартусен тупсăмне палăртса каларĕ сысна ĕрчетмелли хушма хуçалăхăн ертÿçи.
Ытти производство объекчĕсене ертсе пыракансем те пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, лара-тăра пĕлмен çынсем. Акă, Вячеслав Николаевич Алексеев тĕп агрономах илер. Унăн ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар, тырпул акăнакан çĕр лаптăкĕ кăна 4750 гектар шутланать. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш бригадăсенче çурхи тулă 750 гектар, урпа – 2675, кĕрхи тулă – 210, ыраш – 135, çĕр улми – 230, выльăх кăшманĕ 10 гектар йышăнать. Тырă пур уйсенче те ăнса çитĕннĕ, ăна кĕçех вырма тытăнмалла. Ĕççине тухма «Дон-1500» йышши комбайнсенчен тăххăрăшĕ паян тесен паян ĕçе хатĕр. Кун йышши «уй-хир карапне» çак кунсенче тепре туянаççĕ. Тырă турттарма урапаллă тракторсемпе автомашинăсене ĕçе хатĕрлесе çитернĕ.
Сыснасен тата ĕне-выльăхсен шучĕ ÿссе пынă май, выльăх апачĕ хатĕрлессине тĕп вырăна хураççĕ. Çак кунсенче Малтикас Ялтăрара пилĕкçĕршер тонна вырнаçмалли траншейăсене нумай çул ÿсекен курăксенчен сенаж хывнă. Ĕне выльăх самăртмалли çĕнĕ комплексра ытти сĕтеклĕ апатсене те çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма палăртаççĕ.
Çак кунсенче сысна ĕрчетмелли хушма хуçалăхра комбикорм хатĕрлекен çĕнĕ цех хута кайрĕ. Унта пĕр сменăра 50 тонна таран комбикорм авăртса кăларма пулать. Çичĕ çынтан тăракан операторсен ушкăнĕ хушма хуçалăхсенче пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă комбикормпа тивĕçтерсе тăрать. Вĕсене ырăпа асăнмасăр иртме çук. Сергей Порфирьев, Сергей Песков, Валентин Журавлев, Геннадий Петров, Владимир Давыдов, Юлия Михайлова кунсерен 150-шар тонна комбикорм хатĕрлеççĕ.