Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патриотизм. Çар туйăмĕсене вăратма

 

Иртнĕ юнкун Канаш хулинчи «Служу Отечеству» çарпа спорт лагерĕ ачасене йышăннă. Ăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе Чăваш ен çар комиссариачĕн, çар ĕçĕсен ветеранĕсен «Боевое содружество» республикăри обществăлла организацийĕн тата «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Ку - çар комиссариачĕн бази çинче йĕркеленĕ пĕрремĕш лагерь. Виçĕ эрне хушшинче кунта канакансем хăйсене чăн-чăн салтаксем пекех туйĕç, умра - çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсем тата спорт ăмăртăвĕсем. Стройпа утасси, пĕчĕк калиберлă винтовкăран пересси, çар искусствин вăрттăнлăхĕсене вĕренни те арçын ачасенче çĕршыв хÿтĕлевçисен туйăмне вăратĕç. Пурăнмалли условисем çарти пекех, ачасем чăн-чăн казармăсенче пурăнаççĕ.

Смена августăн 6-мĕшĕччен тăсăлать. 120 воспитанник йышĕнче – республикăри пĕтĕм районти тупăш сахал илекен çемьесенчи тата «йывăр» ачасем.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2007
00:00
Поделиться
;