Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Штраф тÿлеттереççĕ

 

«Налук тÿле те лăпкă çывăр», - тесе чĕнсе калани хаçатра та, телевиденипе те пĕрмаях тĕл пулать. Çапах та налук тÿлемелли тивĕçе пурте тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласшăнах мар курăнать. Ку кăна та мар, налук тĕрĕслевĕсемпе çÿрекенсене хирĕçлеме, хăйсен ĕçĕсене тума чăрмав кÿме хăтланаççĕ.

Çапла майпа, налуксемпе тĕрлĕ тÿлевсем, тĕрĕслевпе касса техникине усă курасси, пурлăх тытакан, хăй халлĕн ĕçлекен организацисен патшалăх регистрацийĕ çинчен калакан саккунлăха мĕнле пăхăнса ĕçленине палăртма ирттерекен тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хăш-пĕр организацисен ертÿçисемпе уйрăм предпринимательсем налук органĕсен сотрудникĕсене хирĕç тăнă тĕслĕхсем пулнă. Çавна май налук органĕсен должноçри çыннисем ыйтнине пăхăнманшăн, саккунпа килĕшÿллĕн, явап тыттарма май пурри пирки каласа хăварас килет.

РФ Административлă право нормисене пăснисен кодексĕн 19.4 статйин 1-мĕш чаçĕнче, акă, патшалăх тĕрĕслевне ирттерекен органсен должноçри çынни ыйтнине е унăн саккунлă хушăвне пăхăнманшăн, çавăн пекех ăна хăйĕн служба тивĕçĕсене пурнăçлама чăрмав кÿнĕшĕн граждансене ĕç укçин чи пĕчĕк 5-10 виçи, должноçри çынсене 10-25 виçи чухлĕ штраф хума пăхнă.

Ăнлантаратпăр: пăхăнманни шутне асăрхавра тăракан субъект должноçри çын ыйтнине е хушăвĕсене пурнăçлама уççăн хирĕçлени, кансĕрлени шутне ĕçре чăрмавсем туса пыни кĕрет.

Çав вăхăтрах патшалăх органĕн те, ун ячĕпе тимлекен должноçри çыннăн та асăрхав мероприятийĕсене ирттерме компетенци (саккун тăрăх панă правăсем) пулмалла. Ăна нормативлă актсенче уçăмлăн çирĕплетмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2007
00:00
Поделиться
;