Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суд тенкелĕ çинче . Ют кĕсье телефонĕ илĕртнĕ

Хĕрарăмсен кунĕ умĕн - кăçалхи мартăн 7-мĕшĕнче каçхи 21 сехет тĕлĕнче - В.Кротова хăйĕн Комсомольски урамĕнче вырнаçнă çуртне хăнасене – Н.Иванова, С.Батленова тата А.Ильина – кĕртнĕ. Хăна-вĕрле пухăнсан сĕтел çине чи пĕрремĕш мĕн тухать - паллах, эрех. Унсăрăн нимле тĕлпулу та савăк мар. Хальхинче те çаплах пулнă. Нумай та вăхăт иртмен, черкке хыççăн черкке – В.Кротовапа мăшăрĕ тата хăнасем 0,75 литр кĕрекен кĕленчери сăмакуна туххăмрах пушатса хунă. Каярахпа, хăнасене киле ăсатса ярсан, самаях хĕрнĕ упăшкипе арăмĕ çывăрма кĕрсе выртнă. Эрех ĕçсе минренĕ Н.Ивановпа С.Батленов та ÿсĕр пуçпа унталла-кунталла сулланса çÿрес темен, тÿрех килĕсенелле çул тытма шутланă. Çав вăхăтра А.Ильин Н.Ивановăн манса юлнă çĕлĕкне илме тесе пÿрте каялла кĕрсе кайнă. Сăмакунăн хăватлă витĕмне пула-и, тен, кил хуçипе арăмĕ вырăн çинче ним туймиех çывăрнă – киле такам кĕнине те сисмен. Çакнашкал меллĕ самантпа усă курмасăр пултарайман вунçиччĕри çамрăк... Çĕлĕк шыраса шифоньера кĕрсе кайнă май, çÿлĕк çинче выртакан кĕсье телефонне асăрхасан чăтса тăрайман, ăна хăвăртрах илсе хĕве чиксе пытарнă. Хăйне ыр сунса кĕтсе илсе хăна тунăшăн çавнашкал «тав туса» хăварнă ĕнтĕ вăл кил хуçисене.

Çапла, ĕçкĕ хыççăн Н.Ивановпа С.Батленов килелле уттарнă, çав вăхăтрах А.Ильин вĕсенчен уйрăлса урăх еннелле вашлаттарнă. Çамрăк мĕнле вăрттăн ĕç туса тухнине ăнланса та юлайман юлташĕсем.

Вăрланă телефона ăçта та пулин вырнаçтармалла-çке. Мĕн тăвас; Телее, каччă хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ Г.Тарасова тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче хăйĕн кĕсье телефонĕ сутмалли çинчен сăмах пуçарнă. Анчах телефонне кăтартман, вăл ун аллине мĕнле майпа лекнин вăрттăнлăхне те уçса пама васкаман. Юлташне вара эрех шухăшĕ питех те канăçсăрлантарнă. «Ĕçмелли çук-и сан;»- ыйтнă вăл тусĕнчен, А.Ильин таçта «хăналанма» ĕлкĕрнине ăнланса. Лешĕ хытса тăман, В.Кротова çуртĕнче эрех татах юлнине пĕлтернĕ те юлташне унта чĕннĕ.

Тепĕр кунне вăл Г.Тарасов патне килне персе çитнĕ – хальхинче “LG G 1600” маркăллă кĕсье телефонĕпе, ăна васкавлăн сутма пулăшу ыйтнă. Тусĕ, кăшт шухăшласа тăнă хыççăн, А.Семенова тупса калаçма сĕннĕ. Çапла вăрланă телефон шăпи хăвăрт паллă пулнă – 1 пин тенкĕпе çыхăну аппарачĕ П.Орешкин аллине лекнĕ. Çĕнĕ хуçа вара хăйне валли тупăш тума шутланă курăнать – телефон кĕçех Калининăри «Выбор» лавккан сентри çине тухса выртнă. Çакнашкал алăран алла куçса çÿресе, В.Кротована тăван хĕрĕ парнеленĕ “LG G 1600” телефон А.Панова патне çитнĕ. Анчах вăл унăн аллинче те чылай вăхăт тытăнса тăман - хĕрарăм ăна Вăрнарта çухатнă.

Преступлени тунă А.Ильин, паллах, айăплавран хăтăлайман. Унччен судпа айăпланман çамрăк çак киревсĕр ĕçе пулах суд тенкелĕ çине ларнă. Çăмăллăн килнĕ укçашăн явап тытма тивнă унăн. Суд телефон вăрлакана пĕр çул та икĕ уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, тĕрĕслев вăхăтне пĕр çул тесе палăртнă.

Çапла, ют телефонсене хапсăннă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра нумайланчĕç. Каласа хăвармалла, вăрланă аппаратсене шыраса тупма ятарлă техника майĕсем пур. Вăрăсем çав-çавах милици сотрудникĕсен çирĕп аллисене лекĕç, хăйсен преступленилле ĕçĕшĕн явап тытĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2007
00:00
Поделиться
;