Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçне кура – тÿлевĕ

Пĕр пăхсан, вĕрентекенсен ĕç укçин хушма тÿлевĕ çапла массăллă калаçтармалла мар пек. Анчах юлашки уйăхра шкулсенчи, районти, республикăри ларусенче çак ыйту тĕп вырăна тухрĕ. Паянтан пурнăçа кĕрекен ĕç укçин хавхалантару пайĕн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ши тата вăл кама тивĕçĕ; Пур вĕрентекенĕн те ĕç укçи пĕрешкел пулмалла мар – татăклăн пĕлтереççĕ Ертсе пыракан органсем. Малашне вăл пĕлÿ шайĕнчен, стажран, категорирен килĕ. Хавхалантару пайĕ пама кама тата мĕн чухлĕ лекет – кăна шкул администрацийĕ ертсе пыракан канашпа пĕрле татса парĕ. Ку чухне вĕрентекенĕн хăйĕн тата вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсене, ашшĕ-амăшĕсен вĕрентÿ пахалăхне хаклакан шухăшне шута илĕç.

Ку - çĕнĕлĕхĕн пĕр пайĕ кăна-ха. Республикăри 30 шкулта, çав шутра Калининăринче те, çĕнĕ тÿлевĕн тулли тытăмĕпе кăçалтанах ĕçлеме тытăнĕç. Пуçласа вĕрентекенсен ĕç укçи уроксене кăна ирттернипе çыхăнмĕ. Çĕнĕ тÿлев çине куçнă шкулсенчи педагогсене эрнери 36 сехет ĕçшĕн тÿлĕç: унта класри те, класс тулашĕнчи ĕç те кĕнĕ. Коэффициентсене хальлĕхе çирĕплетмен-ха, апла пулин те проект схеми уçă.

Коэффициентлă тытăм «суйласа илнĕ» шкула кăна лекет пулсан, хавхалантару вара пурне те. Вăл ĕç укçи фончĕн 10 проценчĕпе танлашать. Ку мел вĕрентекенĕн ĕç пахалăхне, эффективлăхне, квалификацине кăтартса парĕ,- терĕ тĕп докладчик, вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ Н.иванов. - Кам мĕнле ĕçлени тÿрех курăнать. Çавăнпа та хавхалантару пайĕ пурин те пĕр пек пулмасси куçкĕретех».

Николай Никитич аттестаци йĕркине улăштарни те вĕрентекенсен профессионализмне ÿстерессине палăртрĕ. Паянхи куна районти педагогсенчен 11 проценчĕ – аслă, 44 – пĕрремĕш, 31 проценчĕ иккĕмĕш категориллĕ. Ĕç укçи квалификаци категорийĕнчен килнине кура вĕрентекенсен ăна ÿстересси пирки шутламаллах. Докладчик сăмахĕсем чи малтанах Пăртасри, Вăрман Кипекри, Кульцаври, Туçи Çармăсри, Кÿлхĕрринчи, Чăрăшкас Хирлепри шкулсене пырса тиврĕç - вĕсенче аслă категориллă пĕр вĕрентекен те çук.

Тĕрĕссипе, «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕ чылай лидер-новатора тупса палăртма май пачĕ. Педагогсен ĕç кăтартăвĕ республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче пысăк хака тивĕçрĕ. Иртеменкассинчи шкул учителĕ А.Н.Моисеева акă Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕпе, хушма пĕлÿ педагогĕ Е.И.Шарипова республика Президенчĕн 10 пин тенкĕпе танлашакан премисене илчĕç. 5 шкул тĕрлĕ шайри грантлă пулчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;