Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿсĕр çын руль умне ан лартăр

«Трактор» операци пынă май комисси членĕсем çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне 223 техника тĕрĕсленĕ, хăш-пĕр предприяти-организацисенче вăй хуракансем тата уйрăм çынсем ял хуçалăх машинисемпе усă курнă чух тĕрлĕ требованисемпе правилăсене пăхăнманнине тупса палăртнă. Комисси членĕсем çак вăхăта 41 протокол çырнă.

Яваплăха туйман, çынсем ĕççи вăхăтĕнче те эрех-сăра серепинчен тухаймаççĕ. Акă Уйкас Кипек ялĕнчи В.Сергеев (хушаматне улăштарнă) алкогольлĕ швексене чылаях ĕçнĕ пулсан та хăйĕн транспортне тапратса тухнă. Çитменнине, вăл «хурçă утне» техника тĕрĕслевĕпе регистраци витĕр те кăларман. Юсавсăр машинăпа, ÿсĕр пуçпа В.Сергеев ĕç пурнăçлама шутланă иккен. Патшалăх техника асăрхавĕн Красноармейскипе  Вăрнар районĕсен тĕп инженер-инспекторĕсем Ю.Агатьев тата И.Тимофеев протокол çырнă хыççăн ÿсĕр çынна ĕçлеме чарчĕç. Ĕçкĕ этеме ыр тумасть. Инкек-синкек кĕтмен-çĕртен сиксе тухни чи малтанах çынсем урă пурнăç йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă. Çак сăлтава пулах ĕнтĕ нумаях пулмасть аш-какай комбиначĕн «Искра» хушма хуçалăхĕнче механизаторта тимленĕ В.Архиповăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Вăл кабинăран тухса ÿксе тÿрех «Волга-2» выльăх апачĕ хатĕрлекен прицеплă комбайн айне пулнă.

Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парас тесен мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхма вĕрентмелле. Çав тĕллеве пурнăçлас тесе-ши хăш-пĕр ашшĕсем хăйсен ывăлĕсене, ятарлă пĕлÿ илмесĕрех, техника шанса параççĕ. Капла вĕсем ачи-ăчине йĕркелĕхе пăсма кăна вĕрентеççĕ.

Тĕрĕслев ушкăнĕ Çĕрпел-Вăрнар автоçул çинче пĕр трактора чарчĕ. Çамрăк водитель, Шупашкарти лицейра ăс-тăн пухаканскер, утă турттарас тĕлĕшпе çула тухнă. Вăл тракторист-машинист удостоверенине те, техникăн регистраци документне те кăтартаймарĕ. «Манăн аттен пур»,- теме кăна пултарчĕ çамрăк. Комисси членĕсем ирĕксĕрех тракторăн патшалăх номер знакне каялла илмелле, протокол çырмалла пулчĕ.

Документсене пĕрле илсе çÿреме «юратман» водительсене те тĕл пулма тиврĕ тĕрĕслев ушкăнĕн. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă обществинчи пĕр ĕçченĕ, Пайсупин - Вăрман Кипек автоçула хываканскер, тракторист-машинист удостоверенине, катокăн регистраци документне килĕнче хăварнă иккен. Çав вăхăтрах, сăмахран, «Санары» агрофирмăра тимлекен Николай Иванов механизаторăн пур докуменчĕ те çумра, техники те юсавлă. Çак маттур, тăрăшуллă ĕç çынни ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пултăрччĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;