Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен çитĕнĕвĕ – воспитани тĕкĕрĕ

Профильлĕ вĕрентÿ, информаципе коммуникаци технологийĕсен аталанăвĕ, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем – районти вĕрентÿ тытăмĕ ку енĕпе лайăххисен йышĕнче. Ачасен пултарулăхне аталантарас-хавхалантарассипе те – малта. Уйрăм шкулсенче поселокра, Калининăра, Хапăсра, Санарпуçĕнче, пăртасра, Кÿстÿмĕрте, Ярмушкара, Çĕпелте, Кульцавра – ку ĕçе уйрăмах çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Акă конкурс çĕнтерÿçисемпе призерсен рейтингне илер. Пуçĕнче – Калининăри, Вăрнарти 1-мĕш, Санарпуçĕнчи тата Шĕнер Ишекри вăтам, Вăрманкасри, Кÿлхĕрринчи, Иртеменкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем.

Л.Н.Федотован (2-мĕш шкул), О.Л.Верендееван (Аçăмçырми), Г.Н.Кошкинăн (Вăрманкас), И.А.Тимофееван (Ярмушка), В.П.Иванован, Г.И.Егорован (Санарпуç), И.Н.Малицкаян, Т.С.Семенован, Л.А.Сероженион (1-мĕш шкул) вĕренекенĕсем пуринчен нумай конкурсра çĕнтернĕ.

Республикăри олимпиадăсен кăтартăвĕсем те начар мар. Интеллектуаллă вăйăра (математика, 4 класс) Вăрнарти 1-мĕш шкулăн ылтăн (вĕрентекенĕ – Л.М.Кулагина), технологипе калининăсен кĕмĕл (Г.Н.Кошкин), химипе аçăмçырмисен бронза (О.Л.Верендеева) пур.

Çав вăхăтрах предмет олимпиадипе Раççей шайĕнче пĕр ÿсĕм те çук. Эппин, ĕçлемелли чылай-ха.

Спорт çитĕнĕвĕсене те асăнмасăр иртме çук. Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренекен И.Гордеева акă çăмăл атлетика енĕпе Раççейре палăрчĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем уйăхсерен пысăк турнирсенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.

               Х            Х            Х

Николай Никитич хăйĕн докладĕнче çавăн пекех класс руководителĕн ĕçĕ-хĕлĕ, сывă пурнăç йĕрки, çула çитмен ачасем хушшинче преступноçа чакарасси, шкулпа халăх пĕрлешсе ĕçлесси çинче чарăнса тăчĕ, шăпах çаксем çитĕнÿ çул-йĕрĕн тĕкĕрĕ пулнине палăртрĕ.

Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Владимир Евсеев вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине ырларĕ, институтăн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Ырă хыпарсен шутĕнче – база шкулĕсем хушшинче çĕнтернĕ Аçăмçырминчи шкул ĕçченĕсене – В.Ильин директора тата физика учительне В.Ежов дипломсемпе чыслани, Калининăри вăтам шкул çумĕнче консультаци центрĕн тĕп пунктне уçасси т.ыт.те.

Вĕрентÿ ĕçĕ нихăçан та пĕр вырăнта тăман. Вăхăт ăна çулсерен çисĕмлĕ улшăнусем кĕртет. Çавăнпа вĕрентекенĕн те, вĕрентÿ учрежденийĕсен те пурнăçпа тан аталанса пымалла. Мобильлĕх – паян çак ăнлавпа чылай шкул ăнăçлă ĕçлесе пырать, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул акă пуринчен малтан йĕркелÿ канашне йĕркелерĕ. Шкул администрацийĕпе пĕрле вăл педагогикăпа, правăпа шкул аталанăвĕн, ачасен вĕренĕвĕпе, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парать, ашшĕ-амăшĕпе шкул хушшинчи çыхăнăва йĕркелет. Л.Ф.Васильева, çак шкулăн директорăн çумĕ, Канашăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, çак çĕнĕлĕх учительсен ĕçне çăмăллатнине те палăртрĕ.

Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессипе, вĕренекенсен ăс-хакăлĕпе чун-чĕре пуянлăхне аталантарассипе пухăннă мал опытпа çавăн пекех Аçăмçырминчи шкул директорĕн çумĕ П.Х.Андреева, Армушка шкул директорĕ Е.П.Фролов тата Санарпуçĕнчи вĕрентекен Н.Л.Ильина паллаштарчĕç.

Педагогсен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи тĕл пулăвĕ ку тытăмра тимлекенсене тухса тăнă çивĕч ыйтусене татса пама, çитменлĕхсене тишкерме тата вĕсене сирмелли çул-йĕрсем шырама, малашнехи плансене палăртма май парать. Канашлура çирĕплетнĕ йышăнусем вĕрентÿ ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăраççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;