Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕчĕк ĕçсенчен – наци çитĕнĕвĕ

«Пирĕн хула», «Пирĕн атте-аннесем» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн черетлĕ тапхăрĕ старт илчĕ. Унăн йĕркелÿ ĕçĕсене «Единая Россия» парти туса пырать тата хавхалантарать. Çĕнтерÿçĕсем Дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Пĕтĕм Раççейри ырă ĕçсен кĕнеки» пичетленсе тухĕ.

Б.Грызлов, «Единая Россия» парти председателĕ: «ЕдинаяРоссия» обществăлла пуçарусене яланах хавхалантарать. Хастарлăх ырă çимĕç кÿтĕр тесен вара мĕнпур условисем пулмалла. «Единая Россия», сирĕн сĕнĕвĕрсене, идейăсене, ĕмĕтсене шута илме, политика тĕлĕшĕнчен те, практика енчен те пулăшма шантарать.

«Пирĕн хула», «Пирĕн атте-аннесем» социаллă проектсен конкурсĕсем 14 регионта пуçланнă, çур çултанах унта федерацин тата 39 субъекчĕ хушăннă. Конкурса пĕтĕмпе 4000 проект тăратнă, вĕсенчен 42-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Ку проектсене, тен,хăшĕ-пĕри «пĕчĕк ĕçсем» тесе хаклĕ. Анчах эпĕ кунпа килĕшместĕп. Шăпах çакнашкал пуçарусенчен – тен, тепĕр чухне çĕршыв аĕлтерĕшлĕ мар пулин те – наци çитĕнĕвĕ хывăнать те. Шăп вĕсенчен гражданла чăн-чăн общество йĕркеленет!»



"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;