Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тунă çитĕнÿ çинче кăна чарăнса тăмалла мар

Аталанăвăн эффективлă çулĕсен яланхи шыравĕнче пулмалла... Н.Федоров Президентăн çак сăмахĕсем вĕрентÿ ĕçченĕсемшĕн тĕп девиз вырăнĕнче пулма тивĕç. Çулсерен педагогсен августри канашне хутшăннă май республика пуçлăхĕ вĕрентекенсем умне çирĕп задачăсем лартать: шкулăн ачасене тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пуян ăс-хакăллă, кăмăл-сипетлă, тупăшаслăх вăйăллĕ ÿсме пулăшмалла...

Вĕрентĕвĕн çак тĕп критерийĕсене районти педагогсем таса чунпа пурнăçа кĕртсе пыни куçкĕретех. Акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцире чи хастаррисемпе кăтартуллă ĕçлекенсем кăçал та тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Паллах, чи малтанах грант илнĕ шкулсене асăнмалла. Халăха ĕçпе тивĕçтерес нĕпе ĕçлекен патшалăх службин республикăри ертÿçин заместителĕ В.Журавлева Вăрнарти 2-мĕш тата Ярмушкари вăтам шкул директорĕсене М.Матвеевапа Е.Фролова Раççей Президенчĕн грантне илнине çирĕплетекен Дипломсене панă май, ку вĕрентÿ учрежденийĕсем суйласа илнĕ аталану стратегийĕ ыттисемшĕн те тĕслĕх пулмаллине палăртрĕ. Чыса çавăн пекех республика Президенчĕн грантне илнĕ Санарпуçпа Аçăмçырминчи вăтам шкулсен директорĕсем С.Максимовапа В.Ильин та тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн грантне çирĕплетни те шкулсен тупăшаслăх вăйне ÿстерчĕ. Кăçал ăна çÿлерех асăннă шкулсенчен пач япăх мар ĕçлекен Кÿстÿмĕрти вăтам шкул тивĕçрĕ. Ларура ун директорне те В.Аршуткина грамотăпа чысларĕç.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин грамотисене виççĕн тивĕçрĕç: С.П.Максимова тата Т.А.Петрова – Санарпуçпа Вăрман Кипекри шкул директорĕсем, А.М.Павлов – Калининăри вăтам шкул учителĕ.

Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе Вăрнарти 2-мĕш шкул ĕçченĕсене И.Г.Николаевапа Л.Г.Сергеевана, ЧР Экономикăпа суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхне И.Н.Павлова чысларĕç. Диагностикăпа консультаци центрĕн педагог-психологĕ А.И.Волкова республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн ЧР Вĕрентÿ Министерствин Дипломне илме тивĕç пулчĕ. Çĕрпелти, Вăрман Кипекри тата Кÿстÿмĕрти шкулсенчи профсоюзсен пирвайхи организацисен председателĕсем И.Миронов, А.Шишкова, Ю.Алексеев республикăри профсоюзăн тĕп организацин грамотисене тивĕçрĕç. «Çурхи ырăлăх эрнине» чи активлăхутшăнса Тав хучĕсене илнисем иккĕн: Вăрнарти 1-мĕш тата Ярмушкари шкулсем. Улттăн – О.Л.Верендеева (Аçăмçырми), Н.Н.Игнатьевапа Л.Б.Николаев (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Р.Г.Иванова (Малти Ишек), В.П.Трофимов тренерпа (спорт шкулĕ) унăн вĕренекенĕсем Е.Сладковапа О.Илларионова – район администрацийĕн грамотисене илчĕç. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнисем те – улттăн.


"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;