Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕренÿ çулĕ инкек-синкексĕр пуçлантăр

Сентябрь пуçламăшĕ – ачасемшĕн хаваслă, хумхануллă тапхăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланасса кĕтсе ача-пăча тĕплĕн хатĕрленет. Кĕтнĕ кун капăр тум тăхăннă, кĕнеке-тетрадь чикнĕ сумкисене çурăм хыçне çакă ача-пăча çул çине йышлă тухать. Анчах пĕр ыйту канăçсăрлантарать - çул çине тухма хатĕр-ши вĕсем; Çуллахи каникул вăхăтĕнче тимлĕхе çухатнăскерсем, çул-йĕр правилисене маннăскерсем инкек-синкеке лекес хăрушлăх тухса тăрать те çак вăхăтра.

Тĕрĕссипе каласан, Пĕлÿ кунĕнчи уявлă кăмăл-туйăма нимле пăтăрмах та ан пăстăр ĕнтĕ. Çавна май шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем августрах хĕрÿ ĕçе пикенчĕç, шкулпа ача сачĕ çывăхĕнчи çулсене, шкул автобусĕсен маршручĕсене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. ЧР Президенчĕн «Ача-пăча çулталăкĕ çинчен» Указне пурнăçа кĕртсе, профилактика ĕçĕсене йĕркелес тĕллевпе, августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен «Асăрханăр, ачасем» операци иртет.

Операци тĕллевĕсем – ача-пăча инкеке лекессине асăрхаттарассине вăйлатасси, ку ĕçе ашшĕ-амăшĕсемпе танах ытти яваплă çынсене хутшăнтарасси, çав вăхăтрах ачасене çул çинче хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентесси. Сăмах май, çакнашкал операци йĕркелени пирки пĕлтерекен аншлагсене çакса тухнă та ĕнтĕ.

ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сотрудниксем педагогсемпе тата воспитательсемпе пĕр шухăшлă пулса, ачасен сыхлăхĕшĕн тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пĕрлехи профилактика рейчĕсене çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсене те явăçтарасшăн.

«Педагогика ĕçченĕсемпе пĕрле шкул ачисем çÿрекен çулсем çинче чи хăрушă вырăнсене тупса, вĕсемпе пухусенче ашшĕ-амăшĕсене паллаштарасса, ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явма палăртатпăр»,- пĕлтерчĕ ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе тимлекен инспекторĕ А.Игнатьев.

Каласа хăвармалла, ГИБДД сотрудникĕсем урам-çул сечĕсен пахалăхне çирĕппĕн тĕрĕсленĕ. Çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă организацисене тĕрĕслев вăхăтĕнче тупăннă çитменлĕхсене вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕтерме хытарсах каланă.

Паллах, тивĕçлĕ органсем кăна шкул ачисен сыхлăхĕшĕн тăрăшни кăна çителĕклĕ мар, шкула каиччен ашшĕ-амăшĕсен ывăлĕ-хĕрĕсене асăрхануллă пулма вĕрентни, çул-йĕр правилисене аса илтерни те пăсмасть. Тепĕр хут чĕнсе калатпăр: ачăрсене, уйрăмах кĕçĕн çултисене, тин çеç шкула каяканнисене, хăйсем тĕллĕн килтен кăларса ан ярăр. Ашшĕ-амăшĕсем те, педагогсем те, пĕчĕк шăпăрлансене çулсем çинчен пăтăрмахлă лару-тăрăва лекесрен асăрханма вĕрентессине пысăк тимлĕх уйăрăр, тĕрлĕ ситуацисене тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр. Çак тапхăрта водительсен те май килнĕ таран тимлĕ пулмалла, хăвăртлăх режимне те пăсмалла мар. Сирĕнтен чылайăшĕн хăвăрăн ачасем пур. Пĕри те тепри çул-йĕр йĕркине пăхăнманни хăрушлăха çывхартнине, пĕр-пĕр çемьене хуйхă илсе килнине каламасăрах ăнланма тивĕçлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;