Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентÿ - тĕплĕн тумалли ĕç

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин конференцие уçнă май, вĕрентÿ тытăмĕн иртнĕ тапхăрти кăтартăвĕсем пите хĕретменнине палăртрĕ. Кăçал шкултан 444-ăн вĕренсе тухнă, вĕсенчен 90 проценчĕ ытла аслă тата вăтам вĕрентÿ заведунийĕсене кĕнĕ. Ылтăн тата кĕмĕл медалистсен шучĕ ÿснĕ. Педагогсен профессилле ăсталăхĕ республикăри вăтам кăтартусенчен пысăкрах. Шкулсенче ачасен ăс-хакăлне аталантарассипе ырă традицисем çирĕпленнĕ. «Воспитани процесĕ – питĕ йывăр, тĕплĕн тумалли ĕç. Вăл ялти шкулти, çемьери йăласемпе çыхăннă. Кашни ачан вĕренес туртăм пур. Анчах пĕрин вăл ирех, теприн каярах вăранать. Педагогăн вара çак хĕлхеме чĕртме пĕлмелле, пуçламăш класран пуçласа мĕн шкул пĕтериччен аталантармалла». А.Кузьмин çитĕнÿсемпе пĕрлех татса памалли ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Ку вăл - çамрăксем хушшинчи преступноç, çемьесенчи чыссăрлăх. Çичĕ уйăхра кăна, акă, 11 ашшĕ-амăшне ачисем тĕлĕшпе ашшĕн е амăшĕн прависĕр хăварнă. «Кунашкал лару-тăру çине пирĕн куçа хупма ирĕк çук. Вĕсем – пирĕн атте-аннесем, ачисем – пирĕн пуласлăх. Эппин, ку çемьесенче час-час пулмалла, пурнăç, вĕренÿ условийĕсене тĕрĕслемелле, ачасене пулăшмалла. Вĕсем сывлăхлă, паянхи кун çыннисем пулса çитĕнччĕр»,- пĕтĕмлетрĕ Анатолий Иванович.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;