Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çур ĕмĕртен тĕл пултăмăр

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Эпир, Хапăс шкулĕнчен 50 çул каялла вĕренсе тухнисем, кунти учительсене хисеплесе, чунтан юратса, пире вĕрентсе ăс-тăн панăшăн тав туса уявпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, пысăк çитĕнÿсем малашне те тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Нумаях пулмасть Хапăс шкулĕнче Светлана Николаевна Кошкина (Михайлова) директорĕ тăрăшнипе пĕрремĕш выпускри ачасем вĕренсе тухнăранпа 50 çул çитнине паллă тума пуçтарăнчĕç. Шкулта ĕçлекен ытти ĕçченсем те пычĕç. Стена çине плакатсем вырнаçтарнă: «Мы рядом из детства», «Добро пожаловать, первые выпускники школы!» тата ытти те.

Малтанах пире Светлана Николаевна директор классем тăрăх илсе çÿрерĕ. Сĕтел хушшинче калаçу та тулăх иртрĕ. Светлана Николаевна коллективăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Николай Николаев пĕрремĕш выпускри ачасен ячĕпе учительсене тав турĕ, кĕнеке парнелерĕ. Вăл ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин министр çумĕ пулнă. Тĕлпулу йĕркелес пирки вăл нумай тăрăшрĕ.

Пирĕнпе пĕрле пире математикăна вĕрентнĕ Лев Федорович Федоров та пулчĕ. Вăл - тава тивĕçлĕ вĕрентекен, ĕç ветеранĕ, 34 çул Кÿлхĕрринче шкул директорĕнче тимленĕ.

Пирĕн класри ачасем тĕрлĕ сферăра тимлеççĕ. Полина Порфирьева (Захарова) аслă категориллĕ медсестра, райпедиатр помощникĕ пулса 30 çул ĕçленĕ, «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ». Учительсем виççĕн: Людмила Сапожникова (Оскина), Эмма Терентьева (Белкова), Эмма Ефремова (Малова), Ал. Капитонов (Пăртасран) – ял совет председателĕ пулса ĕçленĕ, Владимир Семенов строитель-инженер (Пăртасран), Быков Федосий Госстрахра, Михаил Алексеев врач пулса ĕçленĕ, Венера Белкова – прокурор, Зоя Павлова – инженер, Нина Захарова – медсестра, Семен Захаров – радиоинженер, 40 çул ытла Йошкар-Ола хулинче ĕçлет.

Эмма Александрова (Софронова) - Кÿлхĕрринче фельдшер пункчĕ заведующийĕ пулса ĕçленĕ, халăх хушшинче ырă ятпа ĕçлесе пенсине тухнă, Нина Гордеева ытти вĕренекенсем те харпăр хăй ĕçĕнче палăрнă. Вăрнарта типĕтнĕ сĕт заводĕнче тимленĕ.

Мухтав, Хапăс шкулĕнче пире вĕрентнĕ учительсене!



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;