Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿсĕмсен çулĕ такăр пултăр!

Йăс шăнкăрав сасси кăçал районти 5 пин ытла ачана парта хушшине йыхравларĕ. 459 вĕренекен вара пĕрремĕш хут шкул алăкне уçрĕç. Тÿрех каламалла, уйрăмах вĕсемшĕн уяв иккĕлле савăнăçлă пулчĕ. Пĕлÿ тĕнчипе вĕсем çутă классенче паллашĕç. Чăваш ен Президенчĕн «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмне патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш классем валли кашни шкул çĕнĕ сĕтел-пуканпа, доскасемпе пуянланнă. Сĕтел-пукан санитарипе гигиена нормисене туллин тивĕçтерет.

Район администрацийĕн ĕçченĕсем яланхиллех мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕнче пулса шкул ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламланă. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Аçăмçырминчи вăтам шкулта тата ял хуçалăх техникумĕнче пулнă.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем патне Пĕлÿ кунĕн саламне Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов илсе çитерчĕ, шкула аталану çулĕпе çирĕп утма, вĕренекенсене çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем патне ăнтăлма ăнăçу сунчĕ. Парта хушшине пуçласа кунта 85-ĕн ларчĕç, 90-ăн ку вĕренÿ çулĕнче шкулпа сывпуллашĕç. Шкул коллективĕн хастарĕсем – пĕлÿ пахалăхне ÿстерессипе чунне парса тимлекен, ăс-хакăл тупăшăвĕнче палăрнă вĕрентекенсем – Раççей шайĕнчи, район администрацийĕн тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Шкул директорĕ Маргарита Матвеева пурне те Раççей Президенчĕн грантне илнине çирĕплетекен Диплома тивĕçнипе саламларĕ. Ку укçа-тенкĕпе кăçал шкул пурлăхпа техника базине пуянлатнă, калăпăшлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Чăн та, илемленнĕ классем, тĕпрен çĕнелнĕ фойе халĕ вĕренекенсемпе хăнасене çутă сăнсемпе кĕтсе илеççĕ. Шкул библиотеки вĕрентÿ тата илемлĕ вулав кĕнекисемпе пуянланнă. Вула, вĕрен, аталан – шкулта пур условисем çителĕклĕ.

Пĕрремĕш шăнкăрав янăранă хыççăн вунпĕрмĕшсем пĕрремĕшсене классене ăсатрĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çитĕнÿсемпе ÿсĕмсен çулĕ такăр пултăр, вĕренекенсем!


"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;