Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче

Ял хуçалăх предприяти ертÿçисенчен час-часах ĕç вăйĕ çитменни пирки пăшăрханса калаçнине илтетĕн. Чăн та, хăш-пĕр çынсем ака-суха е вырма пуçланас умĕн, е тата кирек мĕнле вăхăтра та ĕç пăрахсах аякка пилĕк авма кайма пултараççĕ. Ун чух вара хуçалăх тилхепине тытса пыракансен хытах пуç ватма, йывăрлăхран тухма çул-йĕр шырама лекет. Халĕ çĕр улми кăларма вăхăт çитрĕ. Анчах та çынсем çитмесен ăна мĕнле пуçтарса кĕртĕн-ха;! Куншăн «Мураты» кооперативăн ертÿçи – Геннадий Петрович Спиридонов пачах та пăшăрханмасть. Хуçалăхра çĕрулми хăех кăларса пуçтаракан 2 «Grimma» комбайн пур. Вĕсене Михаил Владимировпа Анатолий Романов механизаторсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Кашни комбайн çинче тăватшар çын кăна тимлет. Вĕсем тăпра муклашкисене, çĕрĕк, çĕр улми иртеççĕ. Çĕрулмие малтанхи агрегатпа кăларас пулас сахалтан 100 çын кирлĕччĕ. Çапла вара машинăпа трактор паркне çĕнĕ йышши техникăпа пуянлатни çитĕнÿ тумалла меслетсенчен пĕри пулать.

Çăкаллă Явăшсем хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» 20 гектар кăларнă, юлнă – 100 гектар. Çĕр улмин тухăçĕ лайăх – 250 центнер. Сортламалли цеха «иккĕмĕш çăкăр» килсех тăрать. Кунта 40 çын вăй хурать. Вĕсен кунне вăтамран 400 тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.

«Санары» агрофирмăри çĕр улми пуссинче ĕç кал-кал пырать. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ пысăк – 300 центнер.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться