Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартуллă ĕçлекенсем

Ĕç пÿлĕмне пĕлсе йĕркелени вĕрентекенсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăтартуллă пособисем, карттăсемпе таблицăсем, вĕрентĕвĕн ытти ĕç хатĕрĕсем ал айĕнче пулни вĕрентÿ процессне те çăмăллатать.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ çулсерен чи лайăх кабинетсене палăртать. Кăçал çирĕп тĕрĕслевре вунвиççĕн çĕнтернĕ, вĕсем – Е.Г.Степанова (Малти Ишек), Н.Н.Павлова, И.Г.Семенова тата О.Е.Степанова (Санарпуç), Л.Н. Анисимова (Пăртас), В.В.Авруйская тата Л.Г. Григорьева (Кÿстÿмĕр), О.В.Жебелевская (Хапăс), А.Ф.Иванов (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Н.П.Соловьева тата Л.Е.Михайлова (Туçи Çармăс), Р.Д.Артемьев (Калинино), Н.В.Самарова (Мăн Явăш).

Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе Калининăри, Ярмушкари, Вăрман Кипекри вăтам, Чăрăшкас Хирлепри, Вăрманкасри тата Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, поселокри «Рябинка», «Солнышко», «Ромашка» ача сачĕсем кăтартуллă ĕçленĕ.

Вĕрентÿпе сăнав участокĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе ярмушкасем, хирпуçсем, санарпуçсем мала тухнă.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче савăнăçлă лару-тăрура грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;