Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Космонавт ячĕпе – чупу

СССР космонавт-летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 78 çул çитнине халалласа сентябрĕн 5-7-мĕшĕсенче республикăра çăмăл атлетсен IV чупăвĕ иртет. Пирĕн район территорийĕнче вăл Вăрнар - Хапăс - Кÿлхĕрри - Калинино - Ярмушка маршрутпа пулать. Эстафетăна вăрнарсемпе йĕпреçсенчен илеççĕ, красноармейскисене параççĕ. Кашни командăра 15-шер шкул ачи.

Паллă космонавта асăнса Вăрнарти шкулсенче те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;