Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кремль коменданчĕ

Кашни çыннăн пурнăçĕнче яланлăхах асра пулнă самантсем пур. Эпĕ пĕрремĕш хут Мускавра 1949 çулта пулнăччĕ. Пирĕн анне енчи тăван тĕп хулари Горький урамĕнче пурăннăран кунтан Кремль башнисем те курăнатчĕç. Эпĕ час-часах Хĕрлĕ Площаде çÿреме юрататтăм. Пуринчен ытла Ленин мавзолейĕ умĕнчи хисеплĕ караул улшăннине пысăк кăмăлпа сăнаттăм. «Çар службине ирттерме çакăнта лекесчĕ»,- шухăшлаттăм хам.

1950 çул. Пирĕн çулхисен салтак ячĕ тухрĕ. Нурăсри çар комиссариатне чĕнме тытăнчĕç пире. Эпир уншăн çав тери хавас пулнă. Салтака кайман каччăсене хисеплесех кайман вăл вăхăтра. Çар комиссарĕ Нежевенко майор манпа уйрăмах интересленме тытăнчĕ. Кĕлеткене мĕнле тытнине, утнине сăнать, ман çинчен пуçтарнă хутсене тĕрĕслет. Вĕсене районти милиципе хăрушсăрлăх уйрăмĕсенчен, ял советĕнчен, комсомол райкомĕнчен панă пулнă. Вăрманкасри шкул ертÿçисем Михаил Гурьевпа Александра Посадская та ман çинчен ырăпах асăннă пулнă.

Нежевенко майор мана уйрăм çĕре çар службине ярасси çинчен, анчах ăçтине пĕлтермерĕ. Канашри сборнăй пунктра каллех тĕплĕ тĕрĕслерĕç. Шупашкартан килнĕ генерал манăн сылтăм хулпуççи кăштах усăкрах пулнине асăрхарĕ. Анчах вăлах мана «Годен» тесе лăплантарчĕ. Шупашкар – Горький пуйăспа ăсатрĕç пире 10-12 каччăна. Тепĕр кунне Горькинчен инçех мар Дзержинск хулине çитрĕмĕр. Юнашар облаçсенчен пынисене мĕнле тĕрĕслемерĕç-ши кунта; Тата темиçе кунран Мускаври Лефортово казармисене вырнаçтарчĕç. Çар присягине тытнă хыççăн Правительство полкне (халь Президент полкĕ) лекнине пĕлтĕмĕр. Кунти çар службине хăнăхма çăмăл пулман. Пире яланах: «Сирĕн çине çĕршыв пăхать»,- тесе хавхалантаратчĕç.

1953 çулхи август уйăхĕ. Правительствăра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Лаврентий Берияна «халăх тăшманĕ» тесе пĕлтернĕ хыççăн Синилов генерал лейтенанта Кремль коменданчĕнчен хăтарасси çинчен сас-хура сарăлчĕ. Паянхи пекех астăватăп, пĕр шăрăх кунхине Кремльти Дворцовăй площаде пĕтĕм правительство полкне строя тăратрĕç. Çар оркестрĕ «Встречный марш» вылять. Полк командирĕ Макаров гварди полковникĕ Кремль комендантне Синилов генерал-лейтенанта полка строя тăратни çинчен рапортлать. Çар Министрĕн ритуалсем енĕпе ĕçлекенĕн пулăшаканĕ генерал майор Кремль коменданчĕ улшăнни çинчен пĕлтерет. Ку ĕçе Веденин генерал-лейтенант туса пырасси çинчен те пĕлтĕмĕр эпир. Веденин генерал полкпа паллашма тытăнчĕ. Эпĕ ун чухне хисеплĕ караулăн иккĕмĕш ротинчеччĕ. Кашни офицерăн, салтакăн хăйĕн çинчен пĕлтермелле пулнă çĕнĕ комендантан. Эпĕ ăна хам ята, Чăваш Республикинчен пулнине пĕлтертĕм. Мана вăл: «Земляк», тесе сăмах хушрĕ те малалла кайрĕ. Юнашар тăракан салтаксемпе офицерсем тĕлĕнсе пăхрĕç ман çине. Тепĕр темиçе кунран Веденин генералпа тĕл пулмалла пÿрчĕ. Вăл манпа тĕплĕн калаçрĕ, хăй Пăрачкав районĕнчи Семеновское ялĕнчен пулнине пĕлтерчĕ. Веденин генерал çăмăл та тÿрĕ кĕлеткелĕччĕ, хитре сăнлăччĕ, ырă кăмăллăччĕ.

Темиçе çул каялла манăн Калинино райпо путевкипе Шупашкар çывăхĕнчи пĕр канмалли çуртра пулмалла пулчĕ. Кунта ытти райпосенчен те пенсионерсем канма пынăччĕ. Эпĕ пĕр палатăна вырнаçнă Пăрачкав районĕнчен килнĕ юлташпа паллашрăм. Вăл шăпах Семеновское ялĕнчен иккен. Эпир Веденин генерал, вăл Кремль коменданчĕ пулни çинчен калаçса кайрăмăр. Ман юлташ генерала пĕлни, хăй вăхăтĕнче вăл тăван яла пырса кайкалани çинчен те пĕлтерчĕ. Паллă генерала Мускаври «Кунцевское» масарĕ çине пытарнă.

Кремльти Спасски тĕп хапхаран Ленин мавзолейĕ патĕнчи картлашкасем патне çитме 111 утас туни, Ленин канăçлăхне асăрхама: «Пост номер один Союза Советских Социалистических Республик, Мавзолей Ленина принял» е «Сдал» сăмахсем халĕ те асăмрах.

Совет Союзĕнче пин-пин çар посчĕсем пулнă, анчах Шĕнер Ишек каччине çав тери  ответлă поста шанса панă Совет Правительстви хăй вăхăтĕнче. Паянхи кун та мухтанатăп эпĕ уншăн. Тавтапуç.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;