Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕршухăшлăх кунĕ

Ĕнер, сентябрĕн 3-мĕшĕнче, Раççейре терроризма хирĕç кĕрешÿри пĕршухăшлăх кунне паллă турĕç. Ку паллă кунсенчен чи çĕнни, ăна 2005 çулти июлĕн 6-мĕшĕнчи саккунпа çирĕплетнĕ. Вăл Бесланти пĕрремĕш шкулта хурăшла терракт иртнипе çыхăннă. Пурте астăватпăр, унта 300 яхăн çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ, çав шутра – 150 ытла ачан.

Бесланти хăрушă самантсене асра тытса эпир терроризма хирĕç пĕтĕм вăйсене пухса кар тăма, ирсĕрсене çакнашкал пуçсăрланма чарма хатĕррине, пĕлтеретпĕр. Пирĕнтен кашнин яваплăхпа тимлĕх çинчен манмалла мар. Терроризмпа кĕрешмелле кăна мар, ăна асăрхаттарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççейри тĕрлĕ халăх культурисене тата вĕсен конфесси уйрăмлăхĕсене хисеплеме кирли çинчен хитре сăмахшăн каламастпăр. Пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи туслăх - çакă чăннипех те терроризма хирĕç кĕрешÿре пысăк пулăшу парать, преступниксен вăй-халне чакарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;