Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкула – савăк кăмăлпа

Каникулта ачасем вăхăта хаваслă ирттереççĕ пулин те шкулшăн çавах тунсунсăхлаççĕ. Ара пĕлÿ çуртĕнче анлă тавракурăмлă, çивĕч ăслă пулма, пурнăç çулĕ çине тăма вĕрентеççĕ. Акă авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкулсем каллех ача-пăча сассипе тулчĕç. Кашни вĕренекенĕн сăн-питĕнче йăл кулă вылярĕ. Тус-тантăшсен пĕр-пĕрне каласа кăтартмалли, сĕнÿ памалли нумай. Малалла вĕсен пĕр çемьери пек пурăнса тăван шкул ят-сумне тата çÿлерех çĕклеме тăрăшмалла.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнипе хавхаланса Хапăсри вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем вырăнти культура çуртĕнче концерт лартса пачĕç. Художество ертÿçи Н.Змеева тăрăшнипе уяв программи тĕрлĕ юрă-ташăпа, шÿтлĕ сценкăсемпе пуян пулчĕ. Куракансем концерта хутшăнакансене – Нина Бойкована, Мария Тикиневана, Лена Кошкинана, Таися Сюмайкинана, Алена Малицкаяна, Анжела Петрована, Анастасия Кузнецована – кашни пултарулăх номерĕ хыççăнах тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. «Ну, маттур вара хĕрачасем,- тесе ăшшăн калаçрĕç çынсем концерт хыççăн. - Вĕсем пултарулăх номерĕсене каникул тăршшĕпех хатĕрленнĕ пулĕ».



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;