Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăраниччен çăкăр çиес килетчĕ

- Атте! Мĕн тума сана çавăн чухлĕ выльăх кирлĕ; Хăв та нуша куратăн, аннене те ватлăхра канма памастăн; - вăрçать ашшĕпе Ростов хулинчен хăнана килнĕ ывăлĕ, сывлăш карапĕн командирĕ. - Хăвăрах йывăр-çке ватлăхра, хăвăра хĕрхеннипе калатăп.

Вăтăр çул ытла хирург пулса ĕçленĕ Александр Петрович Корнушинăн хуçалăхĕнче кил хушши тулли выльăх-чĕрлĕх: сăвакан ĕнепе икĕ пăру, икĕ сысна, кроликсем, чăххи-чĕппи. Кунсăр пуçне сад тулли улма-çырла йывăçĕсем, вĕлле хурчĕсем. Паллах, çанă тавăрса тăрмашмалăх ĕçĕ çителĕклех.

- Ан кÿрен те ывăлăм, эпир тĕрлĕ вăхăтра ÿссе çирĕпленнĕ çынсем, пире пĕр-пĕрне ăнланма тепĕр чухне чăнахах та йывăр. Хуравларĕ Александр Петрович, самаях ĕçпе кушăрса хытнă аллине ывăлĕн хулпуççийĕ çине хурса. - Мĕнех тăвăн, патшалăх паян куна çитсе те ĕç хакне пама вĕренмерĕ пулинех. Вăтăр çул ытла хирургра ĕçлерĕм, анчах пенсине техничкăпа пĕр тан илетпĕр. Ача чухне те нумай курнă та, выçă ларас килменрен нушталанатпăр ĕнтĕ.

- Мĕн пĕр-пĕрин çине сиввĕн пăхса тăратăр - çак; Çунтаракан пăрăçа хыптарман пулĕ-çке; - сăмах хушрĕ вĕсене Татьяна Андреевна.

- Пăрăç хыптарман-ха никам та, пурнăç урапине чуптарма вĕренес пирки сăмахлатпăр ывăлпа иксĕмĕр - кил хушши выльăх усраса нушталаннăшăн вăрçать вăл терĕ мăшăрĕ.

Кил хушши выльăх усраса нушталаннăшăн вăрçать ывăл.

- Ларăр сĕтел хушшине, ывăл килнĕ ячĕпе хăналанар пĕрех май. Вăхăт çитĕ-ха, выльăх-чĕрлĕхĕнчен те уйрăлăпăр,- хăй шухăшне пĕлтерчĕ Татьяна Андреевна. - Ялĕнче ĕне кĕтÿ пăхма ямалли çын та юлмарĕ.

Виçĕ ача пăхса ÿстерчĕç Александр Петровичпа мăшăрĕ. Халĕ вĕсем пĕри те çывăхра çук, пурте çемйисемпе тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ. Александр Петровичăн пуçаниех авă пĕр ачине те хăйĕнчен аякка ямарĕ. Пурте пысăк пĕлÿ илнĕскерсем юнашарах пурăнаççĕ, кашниех кил-çурт çавăрчĕ, выльăх-чĕрлĕх кил хушши тулли усрать, 12 гектар çĕр çинче тăватă çемье çанă тавăрсах иртен пуçласа каçченех тăрăшать.

Чылайччен пычĕ сăмах хăна сĕтелĕ хушшинче. Мĕн çинчен калаçмарĕç пулĕ ашшĕпе амăшĕ тата аслă ывăлĕ. Ашшĕ, акă, ача чухне услам çу сĕрнĕ хура çăкăра тăвар сапса çăвар тулли çисе курасси çинчен ĕмĕтленни пирки каласа пачĕ.

Пĕчĕк Сашука Елена аппа пăравус курма тесе Вăрнара лартса кайнă иккен. Пăравусĕ шыв тултарма чарăннă та хашлатса ларать. Машинисчĕ çăкăр чĕлне ывăçĕ çине хунă та пÿрне хулăмĕш çу сĕрнĕскере çăвар туллин çиет. Юхмаллипех юхрĕ ун чухне сĕлеке Сашукăн.

Паллах, Александр Петровичăн ывăлĕ хаяр вăрçă кунĕсенче те пурăнса курман, сивĕпе выçă мĕне те ăнланмасть, аттесĕр тăлăх ачалăх мĕнне те пĕлмест. Хăйсем курнă нушаллă пурнăçа ачисем ан курччăр тесе тăрăшнă ашшĕпе амăшĕ.

Çапла вăл çĕр ĕçченĕн пурнăçĕ, тепĕр чухне ларса канма вăхăт та çук. Çавăнпа та, тен, çитмĕле çитнĕ ашшĕпе амăшĕ сăн-питрен те çамрăк курăнаççĕ.

«Пÿрте кĕрсенех каçару ыйтатăп аттерен выльăх-чĕрлĕхшĕн вăрçнишĕн»,- сăмах пачĕ хăйне хăй Александр Петрович ывăлĕ чылай шухăшласа çÿренĕ хыççăн.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 сентября 2007
00:00
Поделиться
;