Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿнер тĕнчи илĕртÿллĕ

Пĕр-пĕр ÿкерчĕкпе е ал ĕçĕпе эпир чылайччен киленме пултаратпăр. Шел, нумай чухне вĕсен авторĕсене палламастпăр та. Акă, Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче тимлекен Владислав Платонович Кудряшовăн тăван поселокăн, вĕрентÿ учрежденийĕсен сăн-сăпатне илемлетес ĕçри сумлă тÿпи пирки те сахаллăн пĕлеççĕ.

Район администрацийĕ умĕнчи «Вăрнар ен: ĕнер, паян тата ыран» стендпа кунсерен вун-вун çын паллашать. Владислав Платонович эскизĕпе пурнăçланăскер, вăл район пурнăçĕн-аталанăвĕн чăн-чăн тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Район администрацийĕн ларусен залĕнчи хыçал ен стенине те В.Кудряшов ÿкернĕ. Паллах, пĕччен мар, Е.Кошкин художникпа пĕрле. Унăн ÿкерчĕкĕсемех Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн, 29-мĕш професси училищин вĕренÿ кабинечĕсене илемлетеççĕ. Ял хуçалăх техникумĕн гербĕн авторĕ те вăлах. Историпе краеведени музейĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен кунта та унăн ал ăсталăхĕн паллисем курăнаççĕ. Чăвашлăх кĕтесне акă Владислав Платонович йĕркелеме пулăшнă, карчăкпа старик кÿлеписене ăсталаса панă. Чĕрчунсен уйрăмĕнчи стенасене илемлетсе сăрланă т.ыт.те.

Халĕ кунĕн-каçăн хĕвĕшекен ача-пăча площадкин эскизне те ÿнер шкулĕн преподавателĕсем – В.П.Кудряшовпа И.В.Есенцева – пурнăçланă. Вĕсемех кайри стенана çуллă сăрăсемпе илемлетсе сăн кĕртнĕ.

Çăварни эрнинче уйрăмах ачасене илĕртсе ларакан юр кĕлеткисене тата кам ăсталаса сăрлать тетĕр-и; Владислав Платоновичпа унăн вĕренекенĕсем...

Владислав Платоновичăн искусство тĕнчине çул уçнă картинисемпе те киленсе паллашрăм. Акă çуллă сăрăсемпе ÿкернĕ натюрморт.Пĕрремĕш хут курава лекнĕ «Сумерки» ĕçĕ. Сăрăсем урлă çыннăн кăмăл-туйăмне, характерне уçса параканскер, малалла пурăнма чĕнекенскер. Кунтах Венгрире вĕрентÿ практикинче тунă ÿкерчĕксем, тĕрлĕ çулти автопортретсем, йывăçран касса кăларнă япаласем...

Турă панă ăсталăх вара Владислав Платоновичăн ача çулĕсенчех палăрнă. Чăн малтанах вăл кирек мĕнле арçын ача пекех машинăсем ÿкернĕ, каярахпа çынсене, тăван çутçанталăка. Кирек мĕнле хут та – хаçат-журнал – вăл, тетрадь-и е кĕнеке – кашни пулас художникĕн ĕçĕсемпе тулнă.

Шкул вăхăтĕнче хавхалантаракан тупăннă. Класс руководителĕ Калерия Васильевна Родионова çар листокĕсем, «Хĕлхемсем», стена хаçачĕсем тăвас ĕçе явăçтарнă. Вĕреннĕ вăхăтрах ăсталăха туптанă çамрăк шкул хыççăнах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтне художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен çамрăк специалиста направленипе Кульцаври вăтам шкула янă. Рисовани, черчени тата ĕç урокĕсене ертсе пынă. Çулталăкран поселокри 1-мĕш вăтам шкула мастерской заведующине куçнă, кунтанах çара кайнă. Пĕр вăхăт районти тĕп библиотекăра художникра тимленĕ.

1984 çултанпа Владислав Платонович ĕç вырăнне улăштарман – 23 çул ытла ĕнтĕ вăл ача-пăча ÿнер шкулĕнче хăйĕн пултарулăхне кĕçĕннисемпе «пайлать». 1990 çулта, музыкăпа художество шкулĕсене пĕрлештерсен В.Кудряшова директор должноçне шаннă. вунă çул ытла вăл хăйĕн тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçласа пынă, çав вăхăтрах чун киленĕçне те - ÿкерессине – пăрахман.

Ĕçри ÿсĕмĕсемпе вара художникăн мăнаçланмалли пурах. Çак çулсенче ун патĕнчен вун-вун ача вĕренсе тухнă, чылайăшĕ искусство тĕнчинчех «юлнă». Леня Михнев акă – йывăçран эрешсем касса кăларакан ăстаçă. Лева Александров Шупашкарти художество училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер, Санкт-Петербургри Герцен ячĕллĕ университетра живопись факультетĕнче вĕренет. Люда Полетаева та çак хулари художество шкулĕн вĕренекенĕ. Даша Васильева Чулхулари промышленность академийĕн студенчĕ, пулас дизайнер. Шупашкарти художество училищинче иккĕн тан пĕлÿ илеççĕ.

Паянхи кун ÿнер шкулне çÿрекенсем те тĕрлĕ конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ. Вĕсен ĕçĕсем çулсерен чăваш художество музейĕн выставкисенче вырăн тупаççĕ. Элли Юрьев ячĕллĕ ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕн призерĕсем, ал ăсталăхĕн ытти тупăшăвĕсен çĕнтерÿçисем. Çулсерен Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне куравсем йĕркелеççĕ, В.Свешников генеральнăй директор парнисене тивĕçеççĕ.

Владислав Платонович ачасене ÿкерес ăсталăха çеç мар, кăмăл-сипет воспитанийĕ те пама тăрăшать. Ача-пăча библиотекипе пĕрлешсе ирттерекен мероприятисем. - Çĕршыв хÿтĕлевçисен, Амăшĕн, Ватă çынсен кунĕсем, Аслă Çĕнтерÿ уявĕ т.ыт.те – кĕçĕннисен чунĕсенче патриотла туйăм çуратать. Ветерансемпе тĕл пулса калаçни те вĕсен чунĕсене хăпартлантарать. Кашни паллă уяв тĕлне ÿкерчĕксен куравне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ку ĕçсенче вара шăпах асăннă мероприятисенчи самантсем сăнланнă.

Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пур пулин те, ÿнер шкулне çÿрекенсем кашни çулах экскурсисене тухаççĕ, районти ертсе пыракан предприятисенче пулаççĕ.

Владислав Платоновичăн палăртнă ĕçсем сахал мар. Чи пĕлтерĕшли – ял хуçалăх техникумĕнче художество галерейине уçасси. Халĕ вăл кунта нумай çул ĕçленĕ ветерансен – Н.Ф.Храмовăн, М.А.Михайлован, Д.Ф.Ивановăн – портречĕсене ÿкерет.

- Ÿнер тĕнчи илĕртÿллĕ. Вăл кăмăла çĕклет, илеме курма, туйма вĕрентет, пурнăç çине хаваслă сăрăсемпе пăхма хистет. Çак вăрттăнлăхсене уçма, пултарулăха аталантарма, тупма пулăшнăшăн хамăн вĕрентекенсене – Элли Михайлович Юрьев ÿнерçĕне (шрифтсем çырма вĕрентнĕ – авт.) тата ЧР Художниксен союзĕн членне Владимир Иванович Сапожникова чĕререн тав тăватăп,- тет преподаватель.

Çак кунсенче Владислав Платонович Кудряшов 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Эпир ăна çуралнă кунпа чĕререн саламлатпăр, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;