Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пассажирсен хăрушсăрлăхĕ шутлаттармасть-ши;

Июнь-июль уйăхĕсенче Вăрнар район прокуратурин ĕçченĕсем ЧР Патшалăх автоçул асăрхавĕн управленийĕн специалисчĕсемпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ. Çак вăхăтра пасажирсене турттарассипе тимлекен Кисилев, Щуклина, Николаев, Шашков уйрăм предпринимательсен хăйсен ĕç-хĕлĕнче саккунлăха мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Тĕрĕслев витĕр тухнисем пурте пассажирсене турттарнă чух вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе саккунлăха пăсни курăннă.

Çапла, Николаев предприниматель техника тивĕçтерĕвĕн системине тата автомобильсен юсавне çитменлĕхсемпе йĕркеленĕ, водителĕн пассажирсене пĕр хуларан теприне турттарма ирĕк илме автобус водителĕнче пухнă виçĕ çул ĕç стажĕ çук. кунсăр пуçне водительсем рейса кайса килнĕ хыççăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман.

Киселев уйрăм предприниматель ĕç-хĕлĕнче те çакнашкал çитменлĕхсенех тупса палăртнă. Киселев, Шашков тата Щуклина предпринимательсем маршрут автобусĕсен водителĕсен квалификацине тата ăсталăхне ÿстерес енĕпе те саккуна пăснă, водительсен ĕç тата кану вăхăчĕн режимне те пăхăнман. Çавăн пекех рейс умĕн тата хыççăн та медицина тĕрĕслевĕ ирттерме медицина учрежденисемпе тумалли килĕшÿсем те предпринимательсен аллинче пулман.

Сакăр çынран ытларах турттаракан автомобиль транспорчĕсен е пассажирсене турттарма лицензилесси çинчен калакан положенипе килĕшÿллĕн чи кирлĕ услови – пассажирсене турттарассине саккун ы            йтнине çирĕп шута илсе йĕркелесси.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене кура, çÿлерех асăннă предпринимательсем тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă, вĕсене Чăваш Республикин Арбитраж судне пăхса тухма янă.

ЧР Арбитраж сучĕ саккуна пăсакансене пĕтĕмĕшле 9 пин тенкĕлĕх штраф хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;