Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пултарулăха аталантараççĕ

Волонтер клубĕнче вăй хуракансем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçпа, пĕлÿ керменĕнче ăс пухакансене, шкул çулне çитмен ачасене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарма тăрăшаççĕ. Акă вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн «Шкула – пĕлÿ илме» тематикăллă каç иртрĕ. Ачасем «Кĕркунне» курава хатĕрленсе тĕрлĕ ÿкерчĕксем тунă, концерт валли ташă-юрă, сăвă чылай вĕреннĕ. В.Арсентьев «Антошка, пойдем копать картошку», А.Порфирьева «По малину в сад пойдем», А.Иванова «Анне» юрăсене илемлĕ юрларĕç, В.Клементьев «Бородино» сăвва питĕ ăста каларĕ.

Концерт хыççăн Нина Гурьевна Андреева ачасене хăй пĕçернĕ кукăльсемпе, пироженăйсемпе хăналарĕ, çĕнĕ пылпа чей ĕçтерчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;