Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕт ытларах сăваççĕ

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 2042 пуç ĕне шутланать. Вĕсенчен кунне 23857 килограмм сĕт суса илеççĕ, çав шутран 20842 килограмне патшалăха сутаççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кашни ĕнерен сĕт суса илесси ÿснĕ – вăтамран 11,7 килограмм. Хăш-пĕр хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах. Сăмахран, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра кашни ĕнерен вăтамран 16 килограмм, «Хорнзорта» 15, «Янгорчинăра» 14,2, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче 12,4 килограмм сĕт суса илеççĕ. Районĕпе илес пулсан «Гвардеец» кооперативăн чи пĕчĕк кăтарту – 5,6 килограмм.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;