Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Санарпуçсен çĕр улмийĕ ылтăн медале тивĕçнĕ

Пирĕн республикăра та, районта та çĕр улми лаптăкне кашни çулах ÿстерсе пыраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илнĕ çĕрте хуçалăхсем агротехникăна пăхăнса ĕçлеме тата энергипе ресурс перекетлекен технологипе усă курма тăрăшаççĕ. Пирĕн районти çакăн пек хуçалăхсенчен пĕри вăл – «Санары» агрофирма. Вăл çулленех тĕрлĕ куравсене, ăмăртусене хутшăнса çĕр улмипе тыр-пула пахалăхлă çитĕнтернĕшĕн ырă ята тивĕçет. Кăçал та акă Роберт Игнатьевич Петров ертсе пыракан агрофирма çурла уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ «Çĕр улми. Раççей – 2007» куравра палăрнă. Вăл «иккĕмĕш çăкăрăн» вăрлăхне пысăк пахалăхпа туса илнĕшĕн тата ăна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене – Ростов, Ставрополь, Волгоград облаçĕсене, Удмуртипе Мари республикисене тата ытти çĕре - сутнăшăн ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех куравра Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирма, Элĕкри Иванов фермер хуçалăхĕ палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;