Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тухăç савăнтарать

Хуçалăхра çĕрулми кăларасси те вĕçленсе пырать. Вăл, 50 гектар çине лартнăскер, кăçал ăнса çитĕнчĕ. С.Петров механизатор копалкăпа «Удача» йышши çĕр улмие кăларса пырать, ăна çынсем çийĕнчех пухса михĕсене тултарса тăраççĕ. Бухгалтеринчи ÿчет ĕçне туса пыраканĕ Галина Абрамова хыпарланă тăрăх, çĕр улми пухнă çĕре куллен 30-35 çын хутшăнать. Вĕсене хавхалантарса тÿленĕ май,кÿршĕллĕ ялсенчен йышлă ĕçлеме килеççĕ.

Кăларнă çĕр улмине, килес çул валли вăрлăхлăххунипе пĕрлех, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене тата Атăлпа Урал çар округĕн тĕрлĕ чаçĕсене ярсах тăраççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;