Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хир пушанать

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал хуçалăхсенче вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлассипе хастартарах тимлеççĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне комбайнерсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 12497 гектар тырă вырнă е плана 98,4 процент пурнăçланă. Вăтам тухăç - 20,8 центнер. Хальлĕхе уй-хир «ылтăнне» кĕрхи пÿлмесене 27050 тонна хывнă.

«Гвардеец»хуçалăхăн тата 66 гектар, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн 50, «Колосăн» 30, «Юнтапан» 23, «Агрохмельпе «Броневикăн» 20-шер, «МТСпа» «Правдăн» 15-шер гектар тырă вырмалла.

«Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче виçĕ хуçалăх – «Санары», «Мураты», «Хорнзор» - ĕçлет. Вĕсем пурĕ 65 гектар çĕр улми кăларнă.

Трактористсем пулас тухăçăн никĕсне вăхăтра хывса хăварма тăрăшаççĕ. Çак вăхăта кĕр тыррисене 3750 гектар акнă. Ку вăл планпа палăртнин 72 проценчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;