Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар поселокĕ каллех палăрнă

Вăрнар поселокĕ «Раççейри чи хăтлă хула» Пĕтĕм Раççейри конкурсра çулсерен палăрать. Тирпей-илем кĕртес, инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе темиçе хутчен те Дипломсене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ вăл.

Çак кунсенче акă Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов Правительство телеграммине йышăннă. Росстрой ертÿçи Круглик алă пуснă хаклă хутра 2006 çулхи кăтартусемпе «Раççейри чи хăтлă хула» конкурсра поселока Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен федераци агентствин Дипломĕпе хакланине тата поселок хуçалăхне аталантарассипе çине тăрса ĕçленĕшĕн тав тунине пĕлтернĕ.

Вăрнар поселокĕ сумлă конкурсра палăрни ăнсăртран мар. Юлашки çулсенче вăл аталану çулĕ çине çирĕп тăчĕ, тасалăхпа хăтлăх ыйтăвĕсене мала кăларчĕ. Поселок мэрне В.Львова тата кунта пурăнакансене черетлĕ çитĕнÿпе саламлатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 сентября 2007
00:00
Поделиться
;