Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат кашни килте кĕтнĕ хăна пултăр

2008 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăма хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр малалла пырать.

Палăртма кăмăллă: районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çырăнса илекенсен йышĕ юлашки вăхăтра вĕçĕм хушăнать. Вăл кашни килте кĕтнĕ хăна пултăр тесе редакци коллективĕ сахал мар тăрăшать.

Хаклă вулаканăмăрсене çакна та пĕлтерме лекет: «Раççей почти» почта тивĕçĕвне 28 процента яхăн хăпартнă пирки «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн хакĕ те кăштах ÿсет. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче район хаçатне 169 тенкĕ те 62 пуспа çырăнтараççĕ. Çавăн пекех ăна хаçат редакцине килсе илмелле (альтернативлă майпа) 105 тенкĕпе çырăнма пулать.

Хаçат редакцийĕ малашне те лотерея вылявĕсем ирттерĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 сентября 2007
00:00
Поделиться