Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕрулми лартатпăр

Паян Çемен çĕр улми лартма шутларĕ. Ку пысăк ĕçе арăмĕпе иккĕшĕ малтанах тĕплĕн хатĕрленчĕç. Эрне малтан пилĕк витре кĕрекен пичкене кăрчама йÿçĕтме лартрĕç. Ик çул хушши пусма ларман хур амин мăйне пăрса какайне нÿхрепе кĕртсе çакрĕç. Ара, çĕр улми лартнă кун ял çыннишĕн чăн-чăн уяв шутлаанть. Çĕр улми анине кама сухалаттармалла-ши;

Таçти мур шăтăкĕнчен укçа çапма килсе тухнă «личниксене» шанас килмерĕ Çеменĕн. Ялти савхус тракторисчĕсенчен укçине виç хут ытларах сăптăрни çитмест, вĕсем сухаланă анана курсан çÿç-пуç вирелле тăрать. Трактор мар, пĕр-пĕр бронетанк тухнă тейĕн ана тăрăх: унта-кунта тем пысăкăш, катрамăн-катрамăн çĕр муклашкисем таçтанах çуталса выртаççĕ. Виç кун трактор шыранă хыççăн тупрĕ Хайхи хăйне кирлĕ транспорта. Пĕлтĕр аптăрамасть сухаласа-сÿрелесе панă трактористах, Кавăрлене, ÿкĕте кĕртрĕ-кĕртрех. Кавĕрле, ĕç хыççăн çынсене ĕçмелле-çимелле сухаласа-сÿрелесе çÿрекенскер, паян ура çинче аран сулкаланса тăрать.

- Сухаличчен иксĕмĕр çур литрне пушататпăр, сухаласа пĕтерсен – тепĕрне. Çийĕнчен 100 тенкĕ хушса паратăн. Ку – арăм валли. Атту вăл мана кăшласах ярать: «Виç кун килтесан, шăршу-маршуна курман! Ăçти шуйттан шăтăкĕнчи ясар маткасен анисене песплат сухаласа çÿретĕн; Паян, енчен те çăкăр илмелĕх те пулин киле укçа илсе килмесен, пуçĕпех хăваласа яратăп. Вара çулталăкĕпех «сухаласа» пурăнма тивет сан вĕсен анине!»

Çемен савăнчĕ. Капла, кун чуль кăна ыйтнипе, тăкакне сахалрах курĕ. Тракторпа ана çине кĕриччен çерем çинче çур литрне пушатрĕç те, Кавĕрле:

- Виç кун йĕркеллĕ çывăрман. Ĕç пуçланиччен кăштах канса илем-ха,- тесе, çерем çине тăсăлса выртса хуп турттара та пуçларĕ. Çемен те, виç кун хушши трактор шыраса ывăннăскер, лăштăрах çемçелсе кайса, Кавĕрлепе юнашар тÿнчĕ. Тепĕртакран... трактор сассипе шартах! сиксе вăранса кайрĕ те курать: эй, Турă! Мухмăрлă-сĕрĕмлĕ Кавĕрле, ыйхă тĕлĕшпе пулинех, тракторне тапратса янă та, тахăш вăхăтра, Çеменĕн анине сухалас вырăнне, кÿршĕсен çеремне пăсса та хунă.

Урса кайнă кÿршĕ старикĕпе карчăкĕ Пахчана сирпĕнсе тухнă та - çĕрти-çÿлтине асăнсах, çăварĕсенчен сурчăк сирпĕтсех Кавĕрлепе Çемене мăкăрлантараççĕ, чĕррĕн кăшламанни кăна.

Эх, ылханаççĕ, ниçта кайса кĕреймеççĕ, тăпăртатса çеç тăраççĕ.

Çемен килне «вĕçсе» кайса четвĕрт аншарлине хул хушшине хĕстерсе тухсан кăна лăпланчĕç кÿршĕсем. Мирлешрĕç те Çемене çĕр улми лартса пама та килĕшрĕç.

Ăшĕнче Çемен: «Личниксене» сухалаттарнă пекех тухса кайрĕ»,- тесе кулянчĕ пулин те ытлашши пăшăрханмарĕ. Нимĕн те тăваймăн, тăкаксăр пулмасть çав çĕр улми лартасси! Çапах та хăйĕн хакне, кĕркунне, çĕр улми ăнса пулсан, темиçе хут та кăларĕ-ха.

Тепĕр кун ир-ирех, Çеменпе арăмĕ, кÿршĕ-аршăна пуçтарса, лаша тупса, анкартине çĕр улми лартма тухрĕç.

- Лартма пуçличчен, Турра кĕл туса пĕрер черкке пушатрĕç.

Пуçларĕç лартма. Çынсем хавас, кăрчама самаях пуçа кайнă. Ак, пĕччен пурăнакан Лисукăн сасси янăраса та кайрĕ:

- Хĕлип! Эс пĕр тĕле пĕр çĕр улми вырăнне иккĕ пăрахатăн-çке!

Ÿсĕр пуçупа сана пĕрре вырăнне иккĕ курăнать пулас. Атя-ха луччĕ, çĕр улми лартиччен, çырмана. Иккĕн «йĕкĕреш» тăвар!- терĕ.

Ахăл-ахăл ахăлтатаççĕ çынсем. Унччен те пулмарĕ, Кĕтерук сасси илтĕнчĕ

- Çе-ме-ен! Пăх-ха, мĕн тупрăм! Пурте ун еннелле тинкерчĕç. Паччушки, Кĕтерук аллинче – пуçламан çур литр!

- Касă хушшинче тупрăм. Тĕлĕнмелле, сухаланă чух мĕнле ванайман-ха вăл; Сыпма юратакан Çемен анинче эрех шăтса тухать пуль çав! - тесе кĕленчене саппун кĕсйине чăмтарчĕ.

Кăтăрт! хыçрĕ кукша пуçне Çемен. Шуйттан, ара вăл, анчахрах, ана сухаличчен, арăмĕнчен вăрттăн  ĕçме тесе, персе чикнĕччĕ çуттине. Хыççăн çур кун шырарĕ, таçта пытарнине ниепле те аса илеймерĕ.

Çич-сакăр касă лартсан: «Лаши ывăнчĕ, кантарар!» - терĕç кÿршĕсем.

 Хамăр та канар-ха!- тесе, Çемене татах кăрчама ярса пама ый1трĕç. Пĕр-ик стакан янклаттарсан, аран-аран сулланкаласа, юрра тăсрĕç:

- Ах, кăрчама, кăрчама!

Пуçа кайрĕ пулмалла!..

Çапла юрласа, çур ана лартсан, лашине татах «кантарма» шутларĕç. Лаши каннă чух, паллах, хăйсен те «канмалла».

Аран-аран, упаленкелесе, сулланкаласа, çур кун лартрĕ вара Çемен патĕнче ял-йыш çĕр улми. Кăрчами шыв пек юхрĕ, шеллемерĕ Çемен. Мĕншĕн шеллес; Çапла килĕштерсе, лайăх пурăнас пулать кÿршĕ-аршăпа.

Çĕр улми лартнă хыççăн тата ик кун, мухмăр чĕртрĕç. Ара, праçник-çке. Пĕр шухăш канăç памасть халь Çемене: çĕр улми мĕнле çитĕнĕ-ши;


"Çĕнтерÿ çуле"
12 сентября 2007
00:00
Поделиться