Çавалкас тăрăхĕнче
Йыш хушăнать
Çавалкас ял тăрăхĕнчи тăватă ялта 405 хуçалăх шутланать, вĕсенче 850 çын пурăнать. Çав шутра иртнĕ вăрçă ветеранĕсем виççĕн, тивĕçлĕ канăва тухнисем 238 çын. Çĕнĕ çултанпа ялсенче 9 ача çуралнă, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 5 пепке кун çути курнă. Иринăпа Андрей Смирновсем, акă, кăçал çут тĕнчене икĕ ывăл парнеленĕ.
Юлашки çулсенче çемьесенче йыш хушăнасси ÿснĕ, сарăмсăр е чирлесе вилесси чакнă. Иртнĕ çулта 12 çын вилнĕ пулсан, кăçалхи çур çулта 5 çын çĕре кĕнĕ.
Тĕллевĕсем ырă та сумлă
Çавалкасри ача садĕнче ĕçлекенсем çамрăк ăрăва çирĕп сывлăхлă çитĕнтерессишĕн, ăна пур енлĕн аталантарса пырассишĕн, унта çирĕп йĕрке тăвассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Ку енĕпе Людмила Ермолаевапа Ирина Петрова воспитательсен ырă ĕçне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Ача садне Мария Ивановна Виноградова ăнăçлă ертсе пырать, коллектива хавхалантарса ĕçлет.