Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăста ертÿçĕ

Чăваш АССР-ĕн Пĕрлĕхлĕ парти архивĕн пĕрремĕш ертÿçи Федор Семенович Ярков çуралнăранпа паян 105 çул çитрĕ. В Вăрнар районĕнчи Пăваялĕнче çуралса ÿснĕ.

1925 çулта Чăваш педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Федор Семенович «Распределитель» ача çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1925-27 ç.ç. вăл – обществознани преподавателĕ, 1927 çулти февральтен пуçласа 1930 çулти августчен – Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекри сакăр класлă шкул заведующийĕ. Ф.Яркво хăйĕн пĕлĕвне те вĕçĕмех ÿстерсе пынă. 1936 çулта – Горькинчи кадрсене хатĕрлекен институтра, 1932 çулта – ЧК КПСС çумĕнчи марксизм-ленинизм институтĕнче пĕлÿ пухма тытăнннă. 1934-35 ç.ç. вăл ВКП (б) Чăваш обкомĕн парти историйĕ енĕпе тимлекен ăслăлăх сотрудникĕ пулнă.

1935 çулхи августăн 15-мĕшĕнче ВКП (б) Чăваш обкомĕн бюровĕ республикăра Пĕрлĕхлĕпарти архивĕ» туса хурасси çинчен йышăну кăларать. Унăн ертÿçи пулма Ф.С.Яркова çирĕплетеççĕ. Каласа хăвармалла, вăл унăн ĕçне 15 çул ăнăçлă йĕркелесе пырать. Архивистсем кĕске вăхăтрах облаçсенчи, уессенчи, волоçсенчи парти тата комсомол организацийĕсен докуменчĕсене пухса 25 пин ытла папкăллă 53 фонд комплектлаççĕ. Пĕрремĕш документсем хушшинче 1905 çулти революцие тата граждан вăрçине хутшăнăвĕсен аса илĕвĕсем те пур. Документсен пĕр пайне Горьки тата Тутар партархивĕсенчен куçарса килнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи йывăрусловисенче те архива комплектлас ĕç чарăнса тăман, парти тата комсомол организацийĕсенчен 16 пин ытла ĕç йышăннă.

Федор Семенович парархив заведующийĕнче тимленĕ вăхăтра кадрсем, методика тивĕçтервĕ çителĕксĕр, ятарлă пÿлĕм çук пулнă пулин те, революци юхăмĕ, тăван тăрăхăн обществăлла политика аталанăвĕ пирки пысăк калăпăшлă материал пухнă.

1951 çулта Ф.Яркова литература енĕпе ĕçлекен облаçри управление куçараççĕ. 1967 çулхи ноябрьтен пуçласа вăл – республика пĕлтерĕшлĕ ятлă пенсионер.

1968 çулта Федор Семенович каллех архив тытăмне таврăнать. Малтанах архиворусра, каярахпа реле тăвакан пĕтĕм Союзри ăсталăхпа тĕпчев институчĕн ведомствăна пăхăнакан архив заведующийĕнче тимлет. 12 çул ĕçлет вăл кунта.

Унăн хисеплĕ ĕçне пысăк хак панă, наградăсемпе - «1941-45 ç.ç. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи мухтавлă ĕçшĕн», «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсемпе – чысланă.


"Çĕнтерÿ çуле"
12 сентября 2007
00:00
Поделиться