Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хуçалăх малашлăхĕ - çамрăксенче

Чылай хуçалăхра кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Механизаторсем, агрономсем, инженерсем, зоотехниксем çитмеççĕ. Паянхи кун ĕçлекенсем те - çулланнă çынсем. Вĕсем тивĕçлĕ канăва кайсан, уй-хирте, фермăра кам ĕçлĕ;

Кăçал, çу уйăхĕнче, «Янгорчино» кооперативра ĕне сăвакан операторсем тата техник-осеменаторсен районти ăмăртăвĕ иртнĕ хыççăн мана дояркăсемпе калаçма тÿр килчĕ.

- Çуллахи вăхăтра ĕне сунăшăн 5-7 пин тенкĕ таранах тÿлеççĕ. Çапах та фермăра ĕçлекенсем çитмеççĕ,- терĕ вĕсенчен пĕри. - Ĕç çук тесе килте ларакан çамрăк хĕрарăмсене пачах та ăнланмастăп. Вĕсем хăйсен ачисене мĕнле тĕслĕх кăтартаççĕ.

Чăн та, паянхи çамрăксем ял хуçалăхĕнче тар тăкасшăн мар. Ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен конкурсне те яш-кĕрĕмпе хĕр упраç питĕ сахаллăн хутшăннă. Пуррисем Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухакан 5 студент. Вĕсем вĕренсе тухсан йăх-несĕлĕмĕрсен ĕç-хĕлне тăсаканĕсем пулĕç-ши; Статистика кăтартнă тăрăх, çĕршыври 280 техникумпа колледж, 59 аслу шкăл тата ытти вĕрентÿ заведенийĕсем ял валли çамрăк кадрсем хатĕрлеççĕ. Анчах та ял хуçалăхĕнче... ĕç вăйĕ çитмест.

«Дипломшăн кăна вĕрентĕмĕр»,- тесе каланине çамрăк специалистсенчен пĕрре кăна илтмен. Çапла вара диплом илнĕ хыççăн яш-кĕрĕмпе хĕр упраç яла касшăнах мар çав, суту-илÿ ĕçне явăçса укçа ытларах ĕçлесе илме ĕмĕтленеççĕ. Çав вăхăтрах тăван çĕре хисеплекен татаюратакан çамрăксем çук мар. Вĕсенчен пĕри - «Санары» агрофирмăри Евгений Яковлевич механизатор. Вăл 2003 çулта Вăрнарти 29-мĕш професси училищинчен вĕренсе тухнă. Хăш-пĕр каччăсем пек аякка кайса пилĕк авма шутламасть.

- Эпĕ пуçламăш классенче ăс-тăн пухнă чухнех тракторист пулма ĕмĕтленнĕ. Мĕн тери пысăк телей вăл çĕр çыннин пысăк тивĕçне пурнăçлани - ака-суха туса тыр-пул, çĕр улми çитĕнтерни. Агрофирмăра вăй хунăшăн тивĕçлĕ тÿлеççĕ. Çакă ĕçри хастарлăха тата ÿстерет,- хыпарларĕ çамрăк механизатор. - Тăван хуçалăха аталантарассишĕн эпĕ тата хытăрах тăрăшăп.

Хуçалăх малашлăхĕ - çамрăксенче. Çакна «Броневик» кооператив тилхепине тытса пыракан Владислав Иванович Репин яланах асра тытать. Вăл хуçалăх ĕçĕсене яш-кĕрĕме ытларах явăçтарма тăрăшать. Геннадий Порфирьев водитель, сăмахран, кооператива Грозный хулинче службăра тăнă хыççăн ĕçлеме килнĕ. Салтака кайиччен Калининăри 24-мĕш професси училищинче пĕлÿ илнĕ. Ĕçтешĕсем каланă тăрăх, Г.Порфирьев хуçалăхра виççĕмĕш уйăх кăна вăй хурсан та ырă ята тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Вăл хăйĕн пулăшаканĕпе – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Александр Кураковпа – выльăхсем валли ешĕл масса хывас ĕçре хастарлăх кăтартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 сентября 2007
00:00
Поделиться