Шанчăк сÿнмен-ха
- Кăçал пирĕн шкулта 360 ача кăна вĕренет, параллельлĕ классем çук,- пăшăрханать Çĕрпелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Яков Семенович Корнилов. - Пĕр вăтăр çул каялла пирĕн шкул ача йышĕпе Вăрнарти пĕрремĕш вăтам шкул хыççăн иккĕмĕш вырăнтаччĕ. 740 ача вĕренетчĕ кунта.
Эпĕ çав çулсенче шăпах Çĕрпелти вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентеттĕм. Мана, çамрăк учителе, пиллĕкмĕш класа ертсе пыма шанчĕç. 30 ытла ачаччĕ класра. Пĕтĕм шкулĕпе вара пиллĕкмĕшсем тăхăрвуннă ытлаччĕ. Виçĕ параллелльлĕ классене пайланатчĕç. Тĕпрен илсен - 1961 çулта çуралнăскерсем. Çĕре яхăн ача çуралнă иккен Çĕрпелпе Хурăнсур Çармăсра тата Кайри Тукайра çав çулхине.
Кашни килтех ун чухне 6-7 ача чупса çÿретчĕ. «Ача амăшĕ – героиня» хисеплĕ ята тивĕçнисем Хурăнсур Çармăсра кăна улттăнччĕ: Е.Кузьмина, Е.Баюкова, И.Егорова, Ф.Иванова, Р.Плешкова тата А.Афанасьева. Кашниех 10 е унтан та ытларах ача çуратса çитĕнтернĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем Тăван çĕршывшăн, хамăр халăхшăн юрăхлă çынсем пулччăр тесе пĕтĕм чунне панă.
Манăн хамăн анне те Дария Федотовна 11 ача çуратнă. Анчах та вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа пула вĕсенчен ытларахăшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Аттемпе аннем ача-пăчи пурăнман пирки мĕнле хыпса çуннине курса ÿснĕскер педагог ĕçне суйласа илтĕм, ĕмĕрĕме шкултах ĕçлесе ирттертĕм. Ватлăхра, авă, пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Мĕн тăвăн, шăпам çавнашкал пулĕ.
Манашкал пĕччен пурăнакансем тăван ялта çултан-çул нумайрах. Çамрăксем ав хулăм укçа шыраса ялтан туха-туха каяççĕ. Ял куç умĕнчех ватăлать. Çамка тирне картлантарса шутласан та кунта ĕлĕкхи пек нумай ачаллă пĕр çемье кăна тупма пултартăм. Хамăн атте шăллĕн мăнукĕ Григорий Захарович Воробьев вăл. Мăшăрĕпе Нина Петровнăпа иккĕшĕ ултă ача çуратса ÿстереççĕ: тăватă ывăл тата икĕ хĕр. Аслă ывăлĕ Саша Вăрнарти СПТУ-ран вĕренсе тухнă хыççăн колхоз утарĕнче хурт-хăмăр пăхать. Женя уй-хир бригадинче вăй хурать. Андрей, Дима тата Алина Çĕрпелти вăтам шкула çÿреççĕ. Кĕçĕнни Ксюша шкул çулне те çитмен-ха. Çемье темиçе çул ĕнтĕ çĕнĕ çурт лартассишĕн хăшкăлать. Укçа-тенкĕ çитмест. Ача-пăча пособийĕ вара сакăр буханка хура çăкăр туянмалăх кăна.
Радио е телевизор передачисене итлетĕн те шалтах тĕлĕнсе каятăн: «Миллионер мар пулсан миллиардер пул!» - тесе мĕкĕреççĕ унта. Таçтан урăх планета çинчен татăлса аннă тейĕн. Ахаль халăх мĕнле пурăннине пачах ăнланмаççĕ.
- Хамăн хĕрсене вĕрентсе кăларассишĕн Мускава кайса ĕçлетĕп,- пĕлтерет Юрий Аркадьевич колхозник. - Асли Настя кăçал Шупашкарти университетран вĕренсе тухрĕ, филолог. Кĕçĕнни Анюта экономист пулма хатĕрленет. Колхозра ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ пĕтсех пырать. Темле сывлăш çавăрса ямалла-ха.
Иккĕмĕш ачашăн паракан 250 пин тенкĕ çамрăк мăшăрсене йыш хушма хистени каламасăрах паллă: ара, ку вăл ачасене вĕрентсе кăларма май парать-çке. Çакна кăçал хамăр тăрăхра ача çуратакансем нумайрах пулни те çирĕплетет.
- Иртнĕ çул Çĕрпелте тата Хурăнсур Çармăсра пурĕ 8 хĕрарăм кăна ача çуратнă пĕлтерчĕ ялти амбулаторинче ĕçлекен Роза Моисеева. - Кăçал ун пеккисен йышĕ 25-е çитет.
Ача-пăча урамра тусан кăларса выляса чупса çÿрет пулсан тăван ялăн малашлăхĕ пур. Тепĕр хут пурнăç чĕрĕлсе чечекленессе çирĕппĕнех шанма пулать.