Тăванĕсен пулăшăвĕ кирлĕ
Çемьере япăх куракан çын пурри чылай çивĕч ыйту çуратать. Тĕрĕс утăмсем туни йывăрлăхсене çĕнме май парать. Манмалла мар, куç курманнипе инвалида тухнисене кун пек чухне тăванĕсен ăнланăвĕ, пулăшăвĕ питĕ кирлĕ. Чи малтанах çемьери хутшăнусене пăхса тухмалла, хăвăра ун вырăнне лартмалла. Анчах кашни утăмрах ăна «ачашлама» та кирлĕ мар, хăш-пĕр йывăрлăхсене вăл хăй çĕнме тăрăштăр.
Инвалидăн реабилитаци курсĕ витĕр тухмалла, тăванĕсен ку лару-тăрура хăйсене мĕнле тыткалас тĕлĕшпе кирлĕ литературăпа паллашмалла. Çемьере инвалида аталанма, пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма майсем туса пама пур условисем пулмалла.
Ăнланулăх пулсан çеç инвалид хăйне тулли пурнăçпа пурăнакан çын вырăнне хурĕ. Çак ыйтусене татса пама пулăшас тĕллевпе куç курманнисен обществин вырăнти организацийĕ çемьесем хушшинче «Икĕ çунат» интеллектуаллă конкурс ирттерчĕ. Спонсорĕ – Таисия Павловна Федорова. Пулăшупа вăл инвалидсене ăнланнине, хута кĕнине кăтартса пачĕ. Ăна çĕре çити тав тăватпăр.